28 октября 2009 г.
2010 ÇУЛХИ октябрь уйăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе район, ял-поселок тăрăхĕсен депутачĕсене суйламалла. Унччен вăхăт пур пулин те, пурнăçламалли ĕçсем те чылай. Çакна тĕпе хурса «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Ен регион политканашĕ хăйĕн черетсĕр, 16-мĕш конференцине пухнă. Унăн ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ, партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов хутшăннă.
Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Санкт-Петербургра партин вун пĕрмĕш съезчĕ ĕçлĕ. Унта парти Программин çĕнĕ редакцине пăхса тухĕç, Устава улшăнусем кĕртĕç. Уставпа килĕшÿллĕн, Чăваш Енрен партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров Президент, Генеральнăй Канаш членĕсем – регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский, «Промтрактор» АУО наладчикĕ Владимир Романов съезда тÿрех хутшăнĕç. Конференцире çавăн пекех тепĕр 6 делегат суйланă. Делегатсен йышĕнче Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев та пур.