28 октября 2009 г.
Ял поселенийĕн «кукăлĕ» икĕ пайран тăрать: бюджета никĕслеме республикăран уйăракан укçа тата вырăнта пухнă налукпа ытти тупăш. Иккĕмĕшĕ Шăмăршă районĕнче 20 процентпа танлашать. Чылай ял поселенийĕнче вуннăран иртмест.
Мĕн тумалла; Центртан аякри ялсенче фабрикăпа завод çеç мар, пĕчĕк филиал-цех та çук. Кăштах та пулин шалу тÿлекен предприяти, чылай фермăпа мехпарк саланчĕç. Çапах пурнăç чарăнман вĕт-ха. Вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен алăкĕсем уçă, лавккасемпе кафесем ĕçлеççĕ, халăха тĕрлĕ çăмăллăх паракан предприятисем уçăлаççĕ. Коллективлă ял хуçалăх артелĕсем, çĕр çинче тăрăшакан хупă-уçă ытти пĕрлĕхсем ура çине тăраççĕ. Налук пухмалли никĕс те çирĕпленет.
Çавăнпа район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн Е.П.Кудрявцевăн ял поселенийĕсен бюджечĕ пирки питех канăçсăрланмалли çук. Кăçалхи сакăр уйăхра, пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан, уйрăм çынсен харпăрлăхĕн налукне пуçтарасси 43 процент ÿснĕ. Çĕр налукне – 2,1, ял хуçалăх налукне 2,5 хут ытларах пухнă. Ĕçлекен çынсем çине хуракан налукпа çĕр арендин тÿлевĕсем чакман.
– Енчĕкре кĕмĕл ĕлĕкех ирĕклĕ пулманран эпир тĕнчене хĕсекен кризиса пит туйсах каймастпăр, - сăпайланать районăн «укçа хуçин» лавне чĕрĕк ĕмĕр туртакан хĕрарăм. – Ун патне çитес марччĕ çеç...
Ял тăрăхĕн бюджетне пуянлатма вырăнти хăй тытăмлăх органĕн кашни пуçлăхĕ тăрăшать. Елизавета Петровна уйрăмах Васан, Пуянкасси, Шăмăршă, Палтиел кăтартăвĕсемпе кăмăллă. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт пуррине пăхмасăр вĕсенче халех тупăшăн иккĕ виççĕмĕш е ытларах пайĕ кĕнĕ. Мĕн пур ял поселенийĕн бюджечĕ асăннă тапхăрта 5 миллион тенкĕлĕх пуянланнă. Çулталăк вĕçне çак цифра çумне тата виçĕ миллион хушма май пур. Çакă пурнăçланасси иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче налук тата налук шутланман тупăш шайĕ ÿссех пырать. 2007 çулта вĕсем 3765 пин тенкĕ пухăннă. Пĕлтĕр 6408 пин тенке çитнĕ. Ÿсĕмпе хавхаланса кăçалхи плана тата 24 процент пысăклатнă.
– Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен йышăннă саккун вăя кĕнĕ хыççăн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем кашни пуса шутласа ĕçлеме хăнăхрĕç, - тет малалла Елизавета Петровна. – Социаллă сферăри реформăсене пулăшма, общество инфратытăмĕн аталанăвне хавхалантарма нухрат самаях уйăрнине пăхмасăр вĕсем вырăнти налук хăватне аталантарма тăрăшаççĕ. Ялти тĕп ресурс – çĕр. Унăн кашни тăваткал метрĕпе пĕлсе тĕплĕ усă куракан, пулăхне упракан хуçи пултăр. Кун пек чухне тупăш та ытларах кĕрĕ. Унпа ку тăрăхри ялсенех аталантарма усă курĕç. Паллах, пушă лаптăксене арендăна памалла. Чăх пĕчĕккĕн сăхса тăранать тесе ватăсем ахальтен каламан вĕт...
Васан ял поселенийĕ Васана, Ярăслава тата Кивĕ Шăмăрша пĕрлештерет. 540 килте пин çурă çын пурăнать. Вăтам шкул, икĕ библиотека, халăх музейĕ, фельдшерпа акушер пункчĕсем, ача сачĕ пур. Кăçал ял поселенийĕн бюджетне 215 пин тенкĕ (72 процент) кĕнĕ.
– Эпир халиччен тĕрлĕ налука хамăрах пуçтарнă, - паллаштарать ĕç-хĕлĕпе ял поселенийĕн пуçлăхĕ Станислав Ястребов. – Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн çак тивĕçе халĕ патшалăхăн ятарлă инспекцийĕ çине «тиенĕ». Çапах ку ыйтăва хамăр тĕллев вырăннех йышăнатпăр. Пирĕн специалистсем ялсенче пулаççĕ. Çын тĕрлĕ хут-документ çыртарма килсен унăн патшалăх умĕнчи парăмĕсемпе кăсăкланатпăр. Пухусенче аса илтеретпĕр. Депутатсем те айккинче юлмаççĕ, ăнлантару ĕçне хастар хутшăнаççĕ.
Ял поселенийĕн пуçлăхне унчченхи «Гвардеец» ял хуçалăх предприятийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ «Исток» вăй илсе пыни савăнтарать. Виçĕ çулта вăл самай тĕрекленнĕ. Ял поселенийĕн çĕрĕн тепĕр пайне «Карлинская» агрофирма акса-лартса тăрать. Сакăр фермер хуçалăхĕ пур. Халĕ таврара хыт хура ашкăракан пĕчĕк лаптăк та юлман. Ахальтен мар ял хуçалăх налукĕ 15 пин вырăнне 72 пин тенкĕ пухăннă.
Умра тата тепĕр квартал. Ку сумма, тен, тата хушăнĕ. Пĕлтĕр Васанти культура çурчĕн ирĕклĕ пĕр кĕтесне апат-çимĕç лавкки валли арендăна илекен тупăннă. Кивĕ Шăмăршăри пуçламăш шкулăн пÿлĕмĕнче Елчĕк почтамтне интернетпа çыхăнмалли салон уçма ирĕк панă. Паллах, икĕ вырăнпа нумай услам илеймĕн. Малашне те çапла тăрăшса ĕçлесен Васансем бюджета пуянлатмалли меслет татах тупĕç.