Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшуллă, пултаруллă

28 октября 2009 г.

АЧАСЕНЕ шкулта вĕрентесси çăмăл ĕç мар. Вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ шăпаллисем, шухăш-кăмăллисем пур. Спорта юратаканнисем савăнсах физкультура урокне кĕреççĕ. Тĕрлĕрен вăйă-ăмăрту вĕсене илĕртет. Паллах, сывлăха çирĕплетме те май парать.

Пуянкассинчи шкула физкультурăпа вĕрентме В. Бондареев киличчен спортра пысăк çитĕнÿсем тăвакансемех пулман тесен те йăнăш мар. Василий Пантелеймонович уроксене çĕнĕлле, ачасене кăсăклантармалла ирттерме пуçланă. Нумайăшĕ физкультурăна чăтăмсăррăн кĕтме тытăннă.

Физрук урок усăсăр ан ирттĕр, ачасен кăмăлне тивĕçтертĕр тесе тăрăшать. Тепĕр çĕнĕлĕхĕ унăн – уроксем вĕçленсен спорт секцийĕ йĕркелесе янинче. Хĕр ачасемпе арçын ачасем çăмăл атлетика, баскетбол, волейбол вăрттăнлăхĕсене алла илме тытăнаççĕ. Шкулта час-часах ăмăртусем те йĕркелет В. Бондареев. Класпа класс эстафета чупса ăмăртать, баскетболла, волейболла выляса тупăшать... Тăхтавсем вăхăтĕнче те спорт залĕнче ачасен сасси янăраса тăрать. Тутар Республикинчи шкулсен командисемпе те ăмăртусем йĕркелет вăл. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма тăрăшать.

Василий Пантелеймонович Пуянкасси шкулне ĕçлеме килнĕренпе çирĕм çултан та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Вăл ĕçленĕ тапхăрта шкул районта спорт енĕпе малтисен шутне кĕчĕ. Унăн вĕренекенĕсем ăмăртусенчен яланах çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Республикăра иртекен ăмăртусене те хутшăнма вăй-хал çитереççĕ вĕсем. Çакă вĕренекенсене татах та çĕнĕ çитĕнÿсем тума, вĕрентекене ачасене вăйлăрах та çирĕпрех пулма вĕрентме хистет.

Шкул ачисен районта иртекен çулленхи Спартакиадинче те Пуянкасси шкулĕ малтисенчен пĕри. Пĕр сăмахпа каласан, физрукăн тăрăшуллăхĕ ахаль иртмест. Унăн ĕçĕ уççăнах куç умне тухса тăрать. Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленĕшĕн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн 2006 çулта В. Бондареева «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» знакпа наградăланă. Вăл – аслă категориллĕ вĕрентекен.

Çакна та асăнса хăварас килет, унăн вĕренекенĕсем шкулпа сыв пуллашсан та спортран уйрăлмаççĕ, ăмăртусене хутшăнаççĕ. В. Бондареев хăй те районта иртекен ăмăртусене хутшăнса лайăх результатсем тăвать. Çирĕп кăмăллă пулма вара вăл Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă чухне хăнăхнă пулĕ. Çакна вăл халĕ те пăрахмасть, ыттисенчен те çавнах ыйтать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика