Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çинчен, пурнăç çинчен...

28 октября 2009 г.

Василий Максимов – юлашки çулсенче ят илсе çĕкленнĕ тата хăйĕн пултарулăхне аталантарсах пыракан писатель. Хамăр районти Анат Чаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ ентешĕмĕр çирĕм ытла кĕнекепе брошюра пичетлесе кăларнă. Вулакансем уйрăмах Шăмăршă районĕпе унăн чапа тухнă çыннисем çинчен çырнă хайлавсене кăмăлласа йышăнчĕç.

Кăçал вара Василий Иванович харăсах кĕске пьесăсен икĕ пуххипе савăнтарчĕ: «Пирĕн ялта, кÿршĕрех» тата «Белый свет» кĕнекесем Шупашкарти «Сувар-спорт» ООО типографийĕнче çутă курнă.

Çак пьесăсене автор ятарласах ялсенчи драма коллективĕсем валли çырнă. Сюжет енчен илсен интереслĕ, çăмăл чĕлхепе çырнă драмăсемпе комедисене ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем ырласа йышăнасса шанас килет.

«Пирĕн ялта, кÿршĕре» тата «Белый свет» кĕнекесене районти тĕп библиотекăра илсе вулама пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика