Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул, таса шыв - пурте халăх валли

31 октября 2009 г.

ЭПĔ – пурнăçра хурапа шурра нумай курнă çын. Çитмĕл урлă та каçрăм ĕнтĕ, саккăрмĕш теçеткене ваклама пуçларăм. Пурнăç пурăнасси хир урлă каçасси мар тенине хам курса ĕнентĕм.

Республикăн тĕрлĕ ертÿçисем вăхăтĕнче ĕçленĕ эпĕ, анчах та халăхшăн чăннипех те чунтан тăрăшнисем пит нумаях пулман. Чи хастаррисем, тăван республика патриочĕсем тесе эпĕ С.М.Ислюков тата хальхи ертÿçĕ – Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров пирки каланă пулăттăм.

Шухăшлатăп та, тĕлĕнетĕп: Н.В.Федоров республика «тилхепине» тытнăранпа мĕнле кăна ырă улшăнусем пулмарĕç-ши; Çуртсене çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçларăмăр, кашни яла çитиех асфальт çул тунă, Палтиел çывăхĕнчи вăрманта калама çук пысăк водохранилище хута каять...

Ватăрах çынсем Шăмăршă çулĕсем мĕн тери япăх пулнине аван астăваççĕ-ха. Ялсенче кăна-и, район центрĕнчи урамсенче те йĕпе-сапа вăхăтĕнче иртсе çÿреме кансĕрччĕ.

«Упа шăтăкĕнчи» Баскак тăрăхĕнчисем мĕн чухлĕ нушаланман-ши; Баскак – Кучек вăрманĕнчен йывăç е вутă çырса парсан та, кайса кăларайман, мĕн чухлĕ трактор е автомашина ванман-ши, миçе çын сывлăхне пĕтермен-ши кунта;

Халĕ вара вăрман варринчи Баскака çатма пек тикĕс çулпа çăмăл автомашинăпах çитме пулать. Ырлăх кăна-и; Аякри Канаш, Хĕрлĕ Васан, М.Горький паççулккисене те район центрĕпе асфальт çул çыхăнтарать.

Н.В.Федоров Президентăн «Ĕçмелли таса шыв» программи пирки те чунтан ырласа калаçатпăр. Пирĕн ялсенчи шыв пахалăхĕ тивĕçтермест, çавна пулах йывăр чирлекенсем те чылайăн. Кăçал пусăсем типни пирки те калаçаççĕ. Шывсăр мĕнле пурăнмалла-ха; Н.В.Федоров Президент пысăк водохранилище туса халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерме тĕллев лартрĕ. Çакăншăн ăна çĕре çити пуç тайса тав тумалла.

Хальхи вăхăтра пурте «тĕнче кризисĕ» тесе калаçаççĕ. Н.В.Федоров Президент кризис пуçланиччен чылай маларах халăх валли ырă ĕçсем нумай тума ĕлкĕрчĕ. Малашлăха витĕр курса тăракан, хĕрÿ чĕреллĕ çын вăл, хуллен, мĕшĕлтетсе ĕçлекен регионсенче вара такăр çулпа водопровод пирки ĕмĕтленме çеç пултараççĕ.

Ырă ĕçсем тата та пулĕç-ха. «Единая Россия» парти программисем çывăх çулсенчех пурнăçа кĕрессе çирĕп шанатăп эпĕ. Ватă çынсен пурнăçне çăмăллатассишĕн, çамрăксене ĕçпе тата пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессишĕн, ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшать «Единая Россия» парти. Партин Аслă Канашĕн членĕ Н.В.Федоров республикăна тĕрĕс çулпа, çирĕп алăпа ертсе пырать. Çакнах район ертÿçисем пирки те каламалла. Çирĕп сывлăх, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунар вĕсене.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика