31 октября 2009 г.
РАЙОНТИ чăн ватă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри пулнă май, Шăмăршă шкулĕн историйĕ питĕ пуян. Хăй вăхăтĕнче кунта ĕçлекенсенчен чылайăшĕ каярах паллă çынсем пулса тăнă. Тĕслĕхрен, Г.В.Тал-Мăрса – чăваш театрне пуçарса яракансенчен пĕри, драматург, поэт тата журналист. Георгий Васильевич Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Пасарлă Упи ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Тепĕр паллă чăваш – П.М.Миронов. Вăл – математика учебникĕсен авторĕ, Францири наукăсен академийĕн премийĕн лауреачĕ. Наукăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна 3 степень Святой Станислав, 2 тата 3 степень Святая Анна, 4 степень Святой Владимир орденĕсемпе наградăланă.
Кам-ха вăл П.М.Миронов;
Павел Миронович Миронов 1861 çулхи ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче хальхи Тутарстан Республикине кĕрекен Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă. Вунă çула çитсен, хресчен ачи Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ. И.Я.Яковлевăн «Аса илÿсем» кĕнекинче Павел Миронов çинчен калани пур. Унта вăл çапла çырнă: «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Павел Миронов чăваша астăватăп. Ăна, япăхса кайнăскере, кĕсенлĕ пуçлăскере, хĕрхенсе шкула йышăнтăм. Малтан мунчара лайăх çуса тасатрăм, пуçне хырса ятăм. Миронов математикăпа тĕлĕнмелле пултаруллăччĕ...»
Чĕмпĕрти чăваш шкулне питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерсен, И.Я.Яковлев Павăла хăй патне математика вĕрентме хăварнă. Анчах чăваш халăхне çутта кăларассишĕн чĕререн çуннă çамрăка хулара нумай тытса тăрайман: Павел Миронов малтан Матак ялĕнче, унтан Шăмăршă шкулĕнче ачасене вĕрентме тытăннă.
Шăмăршăра П.М.Миронов икĕ çул хушши – 1880-1882 çулсенче вăй хунă. Çамрăк учитель кĕнекесемпе журналсем нумай çырăнса илнĕ, ачасене алгебра уравненийĕсене шутлас тĕлĕшпе хытă интереслентерсе янă.
«Шăмăршăра ĕçленĕ чух пилĕк хулăм тетрадь уравнени çырса тултартăм, арифметикăпа геометри задачисем чылай хатĕрлерĕм. Çавăн пекех вăрманта темиçе гербари пухса арча тĕпне упрама хутăм», – аса илнĕ каярахпа П.М.Миронов.
Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе, П.М.Миронов Оренбургри учительсен семинарине кайса кĕнĕ. 1884 çулта ăна ылтăн медальпе пĕтернĕ. Хăй тăрăшнипех Питĕрти университетран вĕренсе тухма пултарнă. Наукăпа хытă интересленекенскер, тĕрлĕрен журналсене статьясем çырнă. Тăрăшуллă çамрăка Уфари уес училищине арифметика тата геометри учителĕ пулса ĕçлеме илнĕ. 1901 çулхи утă уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна заведующи ĕçне шанса панă, çав çулхи авăнăн 20-мĕшĕнчен пуçласа вăл Уфари тăватă класлă училищĕн учитель-инспекторĕ пулса тăнă.
И.Я.Яковлев хăйĕн вĕренекенĕн пуласлăхĕшĕн нумай тăрăшнă. Иван Яковлевич пулăшнипех, П.Миронова Урал тăрăхĕнчи халăх училищисен директорĕ пулса ĕçлеме илнĕ. Çав çулсенче вăл «Геометри. Хула училищисен курсĕ» (1905ç.), «Пуçламăш шкулти ăнлануллă вулавăн тĕслĕхлĕ урокĕсем» (1906ç.), «Арифметика. Тулли числосемпе вуншарлă ваксен системăллă курсĕ» (1912ç.) тата ыттисене те – пурĕ 10 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Раççейри наукăсен академийĕ П.М.Миронов кĕнекисене пысăк хак панă, вĕсене темиçе кăларăмпа пичетленĕ. П.М.Миронов математик-педагог Франци академийĕнчи ученăйсемпе çыру урлă çыхăнса тăнă. Петр Миронович Францире, Швейцарире, Австро-Венгрире пулса студентсем умĕнче лекцисем вуланă.
Паллă ученăй 1921 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Уфари масара пытарнă.