03 ноября 2009 г.
«ЭСИР ача амăшĕн ятне яратăр, амăшĕн тивĕçне пурнăçласа пыраймастăр. Çавăнпа та Сирĕнтен амăшĕн правине туртса илме йышăнтăмăр...»
Вăтăр урлă çеç каçнă виçĕ ача амăшĕ судья сăмахĕсене илтсен ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Илтĕни-илтĕнми: «Каçарăр, урăхран пĕр тумлам та ĕçмĕп», - тесе пăшăлтатма çеç пултарчĕ...
Çулталăкри Андрей, тăххăрти Вовăпа вуннăри Коля пĕлтĕрхи ноябрьте ашшĕсĕр тăрса юлнă. Унччен те эрех-сăмакун ĕçме юратаканскер, упăшки вилнĕ хыççăн Таня урăлма та пĕлмен. Патшалăх уйăхсерен ачисемшĕн паракан укçана ĕçсе янă, ĕçлĕхрен тухсах пынă. Ачисем çинĕ-çимен çÿренĕ, сивĕ пÿртре виçĕ ывăл пĕр-пĕрне ыталаса, каçăхса кайсах йĕрекен пĕчĕк Андрюшăна йăпатса çывăрасси йăлана кĕнĕ.
Халĕ Таня пĕчченех пурăнать, ывăлĕсене урăх çемьесем усрава илнĕ.
Ял çыннисем хушшинче хĕрарăма шеллекенсем те пур, анчах ытларахăшĕ сивлесе калаçать. «Карланкине чарайманнипех ачисемсĕр тăрса юлчĕ», - теççĕ. Тен, йĕркеллĕ çемьесенче ачасем телей курса çитĕнĕç, анчах ывăлĕсене аса илсе тăван амăшĕн чĕри пĕрре те ыратмĕ-ши;
Район администрацийĕнчи опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен орган пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи вунă уйăхра судра ашшĕ-амăшĕн правине туртса илесси пирки ултă ĕç пăхса тухнă. Çитес вăхăтра тата икĕ материала пăхса тухма хатĕрленеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн правине туртса илнин тĕп сăлтавĕ – ĕçкĕпе иртĕхни, ачисене çын пек пăхайманни, тивĕçлĕ воспитани парайманни.
... ÇУЛТАЛĂКРИ Андрей та, тăххăрти Вовăпа вуннăри Коля та пĕр-пĕринчен аякра, тĕрлĕ çемьесенче пурăнаççĕ. Тен, урăхран шăллĕсем тетĕшне, тетĕшĕ шăллĕсене кураймĕç те, тен, ÿсерехпе пĕр тăвансем пĕр-пĕрне шыраса тупĕç. Тем пекехчĕ. Амăшĕ ĕçме пăрахасса, тĕрĕс çул çине тăрасса та кĕтетпĕр. Черкке пурнăçа çутатмасть, тарăн авăр патне çеç илсе пырать. Çав авăртан упаленсе тухма питĕ йывăр, ан манăр кун пирки, ача ашшĕсемпе амăшĕсем!