Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн патне пырса тухăпăр

03 ноября 2009 г.

РАÇÇЕЙ Президенчĕ Д.Медведев палăртнă тăрăх, çĕршывра алкоголизма хирĕç кĕрешесси çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Калама кăна вĕт: кашни çын пуçне 18 литр эрех тивни чăннипех шухăша ярать. Алкоголизм Раççейре наци чирĕ пулса тăчĕ пулас. Акă, пĕр факт çеç: юлашки çулсенче кăна эрехе пула ултă миллион çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă теççĕ.

Алкоголизм пирĕн тăрăхра та вăй илсе пынине пытарма çук. Ĕçке пула çемьесем арканаççĕ, ачасем тăлăха тăрса юлаççĕ. Шутласа пăхсан, эрех миçе çын шăпине хуçса, амантса хăвармасть-ши;

Урам тăрăх ÿсĕр çын сулланса пынине кашни ялтах курма пулать. Кăнтăр кунĕнчех е ирпе ирех ĕçсе супни лайăх тетпĕр пулас. Хамăртан хамăр култаратпăр вĕт! Шкул çулĕнчи ачасем, çамрăксем эрех ĕçме вĕренни те чĕрене ыраттарать.

Килте арçын ĕçни пĕр хуйхă, хĕрарăм ĕçни çĕр хуйхă теççĕ. Чăннипех те çапла.

Шăмăршăрах ÿсĕр çапкаланса çÿрекен е йăваланса выртакан хĕрарăмсене пĕрре кăна мар куратпăр. Кун пек амăшĕсем ачисене мĕнле тĕслĕх кăтартаççĕ-ши; Тен, çамрăксем ĕçкĕпе туслашни шăпах çакăнпа çыхăннă;

Ашшĕ-амăшĕ ĕçнĕшĕн ачисем те намăсланаççĕ. Халĕ те ас тăватăп-ха пĕр хĕр ачана. Шкулта лайăх вĕренетчĕ вăл, анчах тăхăр класс хыççăн хулана вĕренме тухса кайрĕ. Сăлтавĕ – амăшĕ ĕçнĕрен тантăшĕсем умĕнче намăсланни. Шкултах вăтам пĕлÿ илнĕ пулсан, ман шутпа, унран пысăк çынах пулмаллаччĕ.

Пĕр шутласан, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен ĕçкĕçĕсене ятламалла, питлемелле пек. Анчах ун пек тумастпăр: ĕçчĕрех, пирĕнпе ĕçмеççĕ вĕт.

Алкоголизм малашне те вăй илсе пырсан мĕн патне пырса тухăпăр; Ку ыйтăва эрех сутма чарни е ун хакне ÿстерни татса параймĕ, сăмакун юхтарасси анлăн сарăласси патне çеç илсе пыма пултарать. Апла пулсан, çакна урăхларах майпа, çĕршыв шайĕпе татса памалла.

Ĕç коллективĕсенче ĕçкĕçĕсене тÿсмелле мар лару-тăру туса хумалла, милици ĕçченĕсен те ÿсĕрсене курман пек иртсе каймалла мар.

Уйрăмах çул çитмен çамрăксене упрамалла: эрех-сăрапа туслă ăру çитĕнсен çĕршывăмăр арканасси те часах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика