Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре малта пыракансене – МУХТАВ!

07 ноября 2009 г.

2009 çулхи ял хуçалăх ĕçĕсен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн:

1. Тыр-пул тата пропашной культурăсем çитĕнтерес тĕлĕшпе

– «Колос» агрофирма пĕрремĕш вырăна тухнă тесе йышăннă. Хуçалăх кашни гектартан вăтам шутпа 23,3 центнер тырă, 250 центнер сахăр кăшманĕ пухса кĕртнĕ;

– «Мир» ЗАО иккĕмĕш вырăна тухнă тесе йышăннă. Кунта кашни гектартан 23,3 центнер тырă, 160 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ;

– Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем хушшинче «КАРЛА» КФХ мала тухнă тесе йышăннă. Кунта кашни гектартан 27,5 центнер тырă, 175 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ.

Асăннă хуçалăхсене ĕçри ÿсĕмсемшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

2. Выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илес тата выльăхсен йышне ÿстерес тĕлĕшпе

– «ИСТОК» ООО пĕрремĕш вырăна тухнă тесе йышăннă. Хуçалăхра 5477 центнер сĕт суса илнĕ;

– «ВОСХОД» СХПК иккĕмĕш вырăна тухнă тесе йышăннă. Хуçалăхра 740 центнер аш туса илнĕ;

– Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем хушшинче «БЕЗДНА» КФХ мала тухнă тесе йышăннă. Кунта 107 центнер аш, 1633 центнер сĕт туса илнĕ.

Асăннă хуçалăхсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

3. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн çак ĕçченсене хисеплĕ ятсем панă:

– «Чи лайх комбайнер» ята – Иван Иванович СОЛДАТЕНКОВА, «Агросервис» ООО комбайнерне, ДОН-1500 комбайнпа 11600 центнер тырă çапса тĕшĕленĕшĕн;

– «Чи лайăх тракторист» ята – Агзаметдин Феряхович МИНУЛЛОВА, «Мир» ЗАО трактористне, «Джондир» тракторпа 2708 эталон-гектар ĕç тунăшăн;

– «Чи лайăх доярка» ята – Елена Ефимовна ГАВРИЛОВАНА, «Бездна» фермер (хресчен) хуçалăхĕнчи ĕнесене машинăпа сăвакан оператора, кашни ĕнерен 4455-шер кг сĕт суса илнĕшĕн;

– «Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан» ята – Виталий Михайлович ФИЛИППОВА, «Исток» ОООри выльăх-чĕрлĕх пăхакана, самăртакан выльăхсене талăкра вăтамран 805-шер грамм ÿт хуштарнăшăн.

– «Чи лайăх сысна пăхакан» ята – Анна Алексеевна ТАЙРУКОВАНА, «Бездна» фермер (хресчен) хуçалăхĕнчи сысна пăхакана, амасенчен 17,8 çура илнĕшĕн.

4. Ĕçри хастарлăхшăн çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă:

Виталий Георгиевич ДОБРОВА – «Шанс» ООО водительне;

Николай Алексеевич ДАВЫДОВА – «Шанс» ОООри выльăх-чĕрлĕх пăхакана;

Владимир Ильич БУРАНОВА – «Восход» СХПК трактористне;

Владислав Иванович МЕРДЕЕВА – «Агросервис» ООО водительне;

Сергей Варфоломеевич СЕРГЕЕВА – «Исток» ООО трактористне;

Валерий Иванович КОРЧАКОВА – «Нива» ЗАО комбайнерне;

Александр Геннадьевич ИСАЕВА – «Нива» ЗАО бригадирне;

Олег Викторович КОРЧАКОВА – «Нива» ЗАОри выльăх-чĕрлĕх пăхакана;

Олег Васильевич КУЗНЕЦОВА – «Колос» агрофирмăри сысна фермин заведующине;

Ильгизер Хатыпович АЗИЗОВА – «Мир» ЗАО тĕп инженерне;

Юрий Александрович БАЛЯНИНА – «Искра» СХПК трактористне;

Ансар Арифуллович Камалетдинова – «Искра» СХПК тĕп зоотехникне;

Валерий Петрович ЕМЕЛЬЯНОВА – «Кузьмич» КФХ механизаторне;

Николай Федотович ДАВЫДОВА – «Кузьмич» КФХ механизаторне;

Виталий Николаевич МАКАРОВА – «Карла» КФХ механизаторне;

Иван Владимирович СЕМЕНОВА – «Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци» ГУПăн Пуянкассинчи ветеринари участокĕн фельдшерне.

5. «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленĕшĕн, килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытларах туса илнĕшĕн çаксене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă:

Сергей Петрович БИБУКОВА – Чукал ял поселенийĕнче пурăнакана;

Виталий Прокопьевич МАТВЕЕВА – Палтиел ял поселенийĕнче пурăнакана;

Леонид Иванович СИНЕЛЕВА – Анат Чаткас ял поселенийĕнче пурăнакана;

Геннадий Николаевич КОНЦОВА – Васан ял поселенийĕнче пурăнакана;

Вячеслав Иванович КИРИЛЛОВА – Кивĕ Чукал ял поселенийĕнче пурăнакана.

6. Ял хуçалăх техникине тухăçлă ĕçлеттернишĕн тата вĕсене тытса тăмалли тăкаксене чакарнине, юсавлăхне шута илсе

«Колос» агрофирма пĕрремĕш вырăна тухнă тесе йышăннă;

«Мир» ЗАО иккĕмĕш вырăна тухнă тесе йышăннă;

«Нива» ЗАО тата «Восход» СХПК виççĕмĕш вырăна тухнă тесе йышăннă.

Асăннă хуçалăхсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика