07 ноября 2009 г.
КĔСКЕ СПРАВКА. К.С.Махмутов 1965 çулта Патăрьел районĕнчи Тутар Сăкăт ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн çар службинче пулнă.
Службăран таврăннăранпа шалти ĕçсен органĕсенче вăй хурать. Патăрьел районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милици службинче Курбангали Сейфуллович участковăй инспектортан пуçласа пай пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – криминаллă милици начальникĕ таран çĕкленнĕ. Заочнăй майпа Мускаври юридици институтне тата Раççей Шалти ĕçсен министерствин управлени академине пĕтернĕ.
2005 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа шалти ĕçсен Шăмăршă районĕнчи пайне ертсе пырать.
Служба тивĕçне кăтартуллăн пурнăçланăшăн, саккунлăхпа право йĕркине çирĕплетессинче пысăк вăй хунăшăн милици подполковникне К.С.Махмутова Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. 2009 çулхи сентябрĕн 2-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, ăна «За отличие в охране общественного порядка» медальпе чысланă.
– Курбангали Сейфуллович, хамăрăн калаçăва кăçалхи 10 уйăхра туса ирттернĕ следствипе оперативлă ĕçсенчен пуçлар пулĕ.
– 2009 çулхи 10 уйăхра район территорийĕнче пулса иртнĕ 168 преступление регистрациленĕ (иртнĕ çул çак тапхăрта - 214). преступленисен 95,5 процентне уçса панă.
Тÿнтерле ĕçсене уйрăммăн илсен, çын сывлăхне йывăр тата вăтам шайри сурансем кÿресси, хулиганла ĕç тăвасси, взятка илесси (1 факт) малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем преступлени çулĕ çине тухасси ÿснĕ. Çынна хĕнесси, вĕлерессипе хăратасси, ют пурлăха вăрласси, ултавлă ĕçсем, экономика преступленийĕсем тăвасси, обществăлла вырăнсенче, урамра саккун йĕркисене пăсасси, çул çитменнисем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем кукăр çул çине тухасси чакнă.
Тÿнтерле ĕçсен 95,5 процентне тăрă шыв çине кăларни – лайăх пулăм. Преступлени тăвакансен айăплавран пăрăнса юлас шанăç çукпа пĕрех. Саккуна пăсас туртăм пур çынсене яланах таса чунпа, право йĕркисене çирĕп пăхăнса пурăнма сĕнетпĕр.
– Çар хатĕрленĕвĕн занятийĕсем пирки кĕскен каласа хăвараймăр-ши;
– Вĕсем, тÿрех каламалла, милиционерсене тивĕçлĕ формăра тытса тăма пулăшаççĕ. Пистолетран тата автоматран перессипе çыхăннă занятисем кашни уйăхрах иртеççĕ. Кунсăр пуçне алă вăйĕпе çапăçакансен секцине те пĕр тикĕс çÿреççĕ милиционерсем. Эрнери пĕр куна пĕтĕмпех спорта халаллатпăр. Сотрудниксем районти тата республикăри ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ, призлă вырăнсене тухаççĕ.
– Пайра компьютерсем çителĕклĕ-и;
– Преступленисене уçса парассипе, вĕсене тĕпчессипе, профилактика ĕçне йĕркелесе пырассипе çыхăннă милици сотрудникĕсен кабинечĕсенче пуринче те компьютерсем пур. Сотрудниксем вĕсем урлă кабинетран тухмасăрах граждансем пирки тĕрлĕ информаци илме пултараççĕ (суд сакки çине ларнине е ларманнине, харпăрлăхра мĕнлерех транспорт е хĕç-пăшал пулнине, шыравра тăнине е тăманнине тата ытти те). Компьютер техникине аслă пĕлÿллĕ офицер – инженер-программист пăхса-тĕрĕслесе тăрать.
Паллах, компьютерсене çĕнетесси те манăçмасть. ЧР Шалти ĕçсен министерстви пулăшнипе кăçал вĕсен 50 процентне халĕ туса кăларнисемпе ылмаштарнă.
– Халĕ автомашинăсен паркĕ пирки калаçар пулĕ.
– Милици участковăй уполномоченнăйсен службине «Нива» автомашинăсемпе тивĕçтернĕ. граждансем пĕлтернĕ тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăнас, оперативлă ĕçсене çийĕнчех тата кĕске вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе пайри дежурнăй чаçа юлашки çулсенче «УАЗ» маркăллă 3 автомашинăпа пуянлатнă. ГИБДД службине çĕнĕ йышши 2 «Жигули» уйăрнă. Следствипе дознани службисене 2 автомашина панă.
Министерство пулăшнипе милицин техника паркне кăçал кăна 4 единица автомашина хутшăнчĕ.
– Халĕ милици çурчĕ палламалла мар улшăнса çĕнелчĕ...
– Кăçал ку енĕпе питĕ нумай ĕç пурнăçлама май килчĕ. Евростандарта пăхăнса юсанă-илемлетнĕ çуртра халĕ сотрудниксене те ĕçлеме кăмăллă. Милицие тĕрлĕ ыйтупа килекен граждансемшĕн те меллĕ. Ăшă паракан системăна, канализацие çĕнетни çурта вĕри шывпа тивĕçтерни те хамăршăнах лайăх.
– Служба тивĕçне çулран-çул тÿрĕ кăмăлпа туса пыракан сотрудниксене уяв умĕн ятран асăнса хăвараймăр-ши;
– Хаваспах. Вĕсем – криминаллă милици начальникĕ А.Алексеев, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ В.Гаврилов, штаб начальникĕ С.Прохоров, кадрсем тата тыл енĕпе ĕçлекен В.Дмитриевпа Ю.Осипов, А.Мандрюков следователь, П.Федотов дознаватель, Р.Алимов участковăй уполномоченнăй, ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем – В.Григорьев, А.Краснов, А.Егоровпа В.Рдюков, дежурнăй чаçри В.Дмитриев, О.Краснов, С.Сергеев, М.Тимербулатов, канцелярипе Т.Силюкова, Г.Андреевпа А.Борисов водительсем тата ыттисем.
Сăмахăма вĕçленĕ май, пайри мĕн пур сотрудниксене, чылай çул ĕçлесе пенсие тухнă ветерансене, вĕсен çемйисене Милици кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатăп.