07 ноября 2009 г.
ÇАК сăмахсене пирĕн шкултан тĕрлĕ вăхăтра вĕренсе тухнă пин-пин çын калать. Хăйĕн мухтавлă кун-çулĕнче Шăмăршă шкулĕ чăннипех те пĕлÿ вучахĕ пулса тăнă, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Шкул историне тĕплĕн тишкерес пулсан, 170 çул хушшинчи кашни çул мухтава тивĕç ĕçсемпе паллă пулни курăнать.
Шкул уçиччен Шăмăршăра чиркÿ кăна пулнă, 1839 çулта вара шкул уçăлать, халăха çутта кăларма пуçлать.
1864 çулхи земство реформи хыççăн пирĕн тăрăхри шкулсене Пăвари земство управи тытса тăнă. Шăмăршă пуçламăш (земство) шкулĕнче Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă, Виçпÿрт Шăмăршă ачисем пĕлÿ илнĕ. Вĕрентĕве вырăс чĕлхипе кăна йĕркеленĕ, шкулта «патак системи» çирĕп дисциплинăна тытмалли тĕп хатĕр пулнă.
Шкул заведующийĕ пулса В.Ф.Кашкаров, П.С.Орлов, Н.С.Сидоров, В.Ф.Тимагин, Х.Ф.Боголюбов, И.Ф.Теплов тата ыттисем вăй хунă.
1872 çулта шкула Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ И.Н.Ульянов килсе кайнă, тĕрĕслÿ актĕнче çапла çырса хăварнă: «Шăмăршăри пуçламăш шкул валли Чĕмпĕр кĕпĕрнин карттине, глобус тата аршăн туянма сĕнетĕп».
Революциччен Шăмăршăра удельнăй шкулĕ, вулăс правленийĕ пулнă. 1927 çулта вара Шăмăршă районне туса хураççĕ.
1924 çулта хресчен çамрăкĕсен шкулне (ШКМ), каярахпа вара колхоз çамрăкĕсен шкулне йĕркелеççĕ. Унăн заведующийĕ пулма М.И.Калашникова çирĕплетнĕ. 1934-1933 çулсенче ШКМран тулли мар шкул, унтан тулли вăтам шкул туса хураççĕ. 1937 çулта шкулăн пĕрремĕш кăларăмĕ пулать: А.Н.Бородов, М.А.Дормидонтов, М.В.Ермошкин, Н.Е.Котяров, С.А. Кожевников, А.А.Крылов, А.Н.Кураков, В.С.Мереш, С.П.Петров, А.М.Тихонов, М.В.Ермошкина, Е.З.Ершова, Н.Г.Кочкомазова, Е. М.Соргина, А.Е.Стратилатова, М.Н.Топтыгина, С.В.Хорькова тата Е.Р. Шишкина алла аттестат илеççĕ.
1930 çулччен шкулăн хăйĕн çурчĕ пулман. Çавăнпа та Е.П.Воронов, С.А.Соргин, Ф.М.Хмелев, А.Т.Кочкомазов, Н.И.Калмыкова тата вăрман улпучĕн Лорхăн çурчĕсене тара илнĕ.
1930 çулта Шăмăршăра çитĕннисем валли ликбез (хут пĕлменлĕхе пĕтермелли шкул) уçăлать. Ăна А.Е.Топтыгин пултаруллă ертсе пырать. Каярахпа Алексей Егоровича Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсемпе, темиçе медальпе наградăланă, ăна Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕн хисеплĕ ятне панă. Унпа пĕрлех Н.П.Топтыгин, П.И.Тарасов, Ю.П.Калашникова та ĕçленĕ.
ШКМра Н.Т.Беззубов вырăс чĕлхи, М.И.Калашников – математика, В.Сурский - физика, Ю.А.Антипов - биологи, И.Е.Карзанов - истори, Ф.Коновалов – физика, В.М.Сурская - вырăс чĕлхи, Н.П.Топтыгин – географи, С.П.Ларионов- математика, П.И.Верьялов ĕç урокне вĕрентнĕ.
Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕш директорĕ С.И.Николаев, ун хыççăн Н.П.Павлов пулнă. Никифор Павлович Аслă Отечественнăй вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă та унтах пуçне хунă.
Шкулта вăрçăччен тата каярахпа А.А.Андреева ĕçленине те ватă çынсем лайăх ас тăваççĕ-ха. Анисия Алексеевнăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ», «Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» хисеплĕ ятсем панă. Ăна Ленин орденĕпе наградăласа пысăк чыс тунă. А.А.Андреева вырăс чĕлхи вĕрентнĕ, завучра, унтан директорта ĕçленĕ.
1963 çулхи сентябрьте шкул директорĕ пулма Аслă Отечественнăй вăрçă участникне И.М.Соргина çирĕплетнĕ. Иван Михайловичăн ячĕ шкул историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă тесен те тĕрĕс пулĕ. Нумай-нумай ырă ĕçсемпе шкул кĕрлесе кăна тăнă. Шкул коллективĕ çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тĕлĕшпе уйрăмах пысăк ĕç тунă.
Шкул хăйĕн выпускникĕсемпе чаплă. Вĕсен хушшинче – техника наукисен докторĕ С.Ф.Сайкин профессор, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ, СССР халăх артисчĕ В.Н.Яковлев, Совет Союзĕн Геройĕ В.И.Уруков, В.Н.Никифоров генерал-майор, тĕнчипех паллă ученăй-тюрколог М.Р.Федотов тата ыттисем.
В.Т.Кузнецова, М.В.Коновалова, И.М.Соргин, В.А.Игонина, Н.П.Смирнова, Р.М.Садеева, Р.У.Ракипов, М.М.Богачева, Е.В.Удочкина, В.А.Урахова, Е.А.Тихонова, Н.А.Куприянов, В.А. Обаськина учительсене «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă, М.В.Ермошкин, Г.Г.Никишина, Р.М.Садеева учительсене Тăван çĕршыв «Хисеп Палли», М.В.Ермошкинана «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» орденĕсемпе, В.А.Урахована «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе наградăланă.
Паян пирĕн шкул коллективĕ çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе çав тери пысăк ĕç тăвать, шкулăн пурлăхпа техника никĕсĕ пуянлансах пырать. Шкул виçĕ хутлă кирпĕч çуртра вырнаçнă, 40 вĕрентÿ кабинечĕ ĕçлет. Çав шутра 2 компьютер кабинечĕ Интернетпа çыхăннă, 13 вĕренекене 1 компьютер тивет. 2 автобус кашни ирех 9 ялти ачасене пирĕн шкула турттарать.
2006 çултанпа шкул коллективĕ выпускниксене ăнăçлă специализацилес ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ĕçлет. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ технологийĕсемпе усă курса тата вĕрентÿ процессне интенсификацилесе, вĕрентÿ пахалăхне ÿстерсех пыратпăр.
Пирĕн вĕренекенсем районти, республикăри тата çĕршыв шайĕнчи предмет олимпиадисене хастар хутшăнаççĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Наукăпа практика конференцийĕсен кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ, вĕренекенсем тĕпчев ĕçĕсене тăрăшса пурнăçлаççĕ.
Пысăках мар статьяра шкул ĕçĕпе унăн çитĕнĕвĕсем çинчен туллин çырса кăтартма май çук. 170 çулхи юбилее уявлакан шкул коллективĕпе пирĕн хисеплĕ ветерансене, хамăрăн выпускниксене уяв ячĕпе чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата пурнăçра çитĕнÿсем сунатăп.