Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар служби – хисеплĕ тивĕç

07 ноября 2009 г.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН çар комиссариачĕн заданийĕпе килĕшÿллĕн, кĕрхи призыв тапхăрĕнче Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчен пурĕ 175 çынна çар службине ăсатмалла. Шăмăршă районĕнчен призывпа çыхăннă мероприятисене 68 çын килмерĕ (хальхи вăхăтра сăлтавĕсене тĕпчетпĕр, кирлĕ пулсан, милицие явăçтаратпăр). Комиссариата палăртнă вăхăтра килменнисенчен 17-шĕ – Шăмăршă, 10-шĕ – Чукал, 8-шĕ – Анат Чаткас, 9-шĕ – Кивĕ Чукал, 3-шĕ – Пуянкасси, 4-шĕ – Карапай Шăмăршă, 9-шĕ – Васан, 8-шĕ – Пăчăрлă Пашьел ял поселенийĕсенчен. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем Раççей пĕлтерĕшлĕ призыв компанийĕ çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрасса шансах тăратпăр эпир.

Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне Шăмăршă районĕнчи 40 çамрăк призыв комиссийĕ витĕр тухнă. Вĕсенчен 37-шĕ алла повестка илнĕ, 9-шне çар службине ăсатнă. Комисси тухнă призывниксенчен 14-шĕ – Типĕ çĕр çинчи çарсенче, 5-шĕ – Сывлăш десант çарĕсенче, 7-шĕ – Раççей Шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсенче, 11-шĕ ытти тĕрлĕ çар чаçĕсенче служба тивĕçне пурнăçлĕç. Призывниксенчен 2-шĕ – аслă, 5-шĕ – профессилле вăтам, 9-шĕ – профессилле пуçламăш, 15-шĕ – пĕтĕмĕшле вăтам, 6-шĕ тулли мар вăтам (9 класс) пĕлÿ илнĕ. Водитель удостоверениллĕ призывниксем – çиччĕн.

Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче çар службинче пуласси кашни арçыннăн хисеплĕ тивĕçĕ тесе палăртнă. Конституци – çĕршывăн тĕп саккунĕ. Унта çырнине кашнийĕнех çирĕп пăхăнмалла. Çар комиссариачĕн хушăвĕсене вăхăтра пурнăçлама сĕнетпĕр çамрăксене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика