Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял ĕçченĕсене чысларĕç

11 ноября 2009 г.

ИРТНĔ эрне кун Шăмăршăри Культура керменĕнче чаплă лару-тăрура районти ял хуçалăхĕнче малта пыракансене чысларĕç. Уява Шупашкартан хаклă хăна – Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А.Николаев килсе çитнĕ. Анатолий Арсентьевич ял ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламларĕ, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Уй-хирте тата фермăра ĕçлекенсене, ял хуçалăх ĕçĕн ветеранĕсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев та чуна ăшăтакан сăмахсем каларĕ: «Эсир çĕршыва тăрантаратăр, çăкăр, аш-какай, сĕт-çу туса илетĕр. Сирĕн умăрта эпир пуçа таятпăр».

Ĕç паттăрĕсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç. «Исток» СХПКри выльăх-чĕрлĕх пăхакана С.Х.Альдана, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ветеринар-фельдшерне В.А.Кудрявцева, «Мир» ЗАО механизаторне А.Ф.Минуллова, «Восход» СХПК механизаторне В.М.Псарова, «Колос» Агрофирма ЗАО водительне В.И.Семенова Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин, «Шанс» ООО генеральнăй директорне В.П.Еремеева, «Агродор» ООО трактористне В.А.Иванова, «Восход» СХПК дояркине А.А.Константинована, «Агросервис» ООО тĕп бухгалтерне Е.Е.Якушована Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Ял ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Уява килнисене культура ĕçченĕсем чаплă концертпа савăнтарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика