Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэт ячĕ – кашнин чĕринче

11 ноября 2009 г.

КĂВАР чĕреллĕ чăваш поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа ноябрĕн 16-мĕшĕнче 110 çул çитнĕ май, пирĕн районта та ăна халалласа тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ. Шкулсенче вĕренекенсем хушшинче сăвă вулакансен каçĕсем, конкурссемпе викторинăсем пулĕç. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти ачасен пĕр ушкăнĕ Çеçпĕл Мишши çуралнă тăрăха – Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялне – экскурсие кайса килнĕ. Унта вĕсем поэта асăнса лартнă, ун ячĕпе хисепленекен парка, поэтăн музейне кĕрсе курнă. Вĕренекенсем хăйсене интереслентерекен материалсемпе паллашрĕç, хăйсем валли çĕнĕлĕхсем уçса палăртрĕç. Çак çул çÿрев ачасене питĕ килĕшнĕ.

Хальхи вăхăтра Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе интересленекенсем поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ, республикăра иртекен «Мильона чувашей певец» конкурса хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика