11 ноября 2009 г.
АХАЛЬТЕН мар пире аннесем мĕн пĕчĕкрен çапла вĕрентеççĕ: «Ăçта пулсан та чунпа ĕçле, ĕçе алăран кайтăр тесе çеç ан пурнăçла». Питĕ тĕрĕс те вырăнлă сăмахсем. А.Корчакова та çакна яланах асра тытать.
Пăчăрлă Пашьелĕнчи çыхăну уйрăмĕнче почтальонка пулса ĕçлет Антонина Николаевна. Çирĕм çул хушши ял халăхне куллен телей валеçет вăл. Шутласан, ун ĕçне пĕрре те çăмăл тесе калас килмест.
Ялта куллен кашни килтех чăтăмсăррăн кĕтекен çын – почтальон. Хаçат-журналсене, çыру-телеграмма таврашне вăхăтра çитерме васкать, палăртнă кунсенче ватăсене пенси укçи парса савăнтарать.
Ял çыннисем хушшинче хаçат-журнал ытларах çырăнтарасси те почтальонран нумай килет. Ку тĕлĕшпе те хурлаймăн Антонина Николаевнăна. Вулакансем районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатпа туслашчăр тесе те тăрăшать почтальонка. Кăçал та вăл ăна пĕлтĕрхинчен кая мар, ытларах та çырăнтарас ĕмĕтлĕ.