11 ноября 2009 г.
КĂÇАЛХИ 10 уйăхра вут-çулăм районта 19 хутчен алхаснă (пĕлтĕр çак тапхăрта – 24). Пушарта 1 çын вилнĕ (пĕлтĕр – 2 çын), 2 çын суранланнă. Вут 1 миллион та 267 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Пушарсенче 18 çурт-йĕрпе хуралтă-мунча çунса юрăхсăра тухнă.
Пушарсенчен 8-шĕ – электрооборудовани правилисене кирлĕ пек пăхăнманнипе, 4-шĕ – кăмака юсавсăрлăхĕпе е ăна хутса çунтарнă вăхăтра пăхса тăманнипе, 3-шĕ – вутпа асăрханусăр пулнипе, 2-шĕ – аçа çапнипе, пĕри çунакан материал хăй тĕллĕн тивсе кайнипе çыхăннă. Октябрьте 2 пушара регистрациленĕ. Вырăс Чукалĕнче мунча хутса çунтарнă вăхăтра кирлĕ пек асăрхаса тăманнипе, Палтиелĕнче кил хуçи сигарет туртнă вăхăтра асăрханусăр пулнипе шар курнă.
Пушарсене уйрăммăн илсен, Пăчăрлă Пашьел, Пуянкасси, Анат Чаткас ял поселенийĕсен территорийĕсенче 4-шар пушар, Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче 3 пушар тухнине регистрациленĕ. Карапай Шăмăршă, Кивĕ Чукал, Чукал, Палтиел ял поселенийĕсен терииторийĕсенче пĕрер пушар тухнă.
Хутмалли сезон пуçланчĕ кăна-ха. Юсавсăр кăмакана пула инкек ан тухтăр тесен, унăн мăрйине тĕплĕн пăхса çаврăнмалла, кирлĕ пулсан, çуркаланнă вырăнсене тăмпа хăйăр хутăшĕпе сăтăрса илмелле. Кăмака пирки те çакнах каламалла. Мăрьене хăрăмран тасатма ĕлкĕреймен пулсан, ку ĕçе çак кунсенчех пурнăçламалла. Пÿрт е мунча кăмакине хутса çунтарнă вăхăтра пăхсах тăмалли пирки те аса илтеретпĕр. Кăçалхи пушарсен 21 проценчĕ кăмака юсавсăрлăхĕпе е ăна пăхса тăманнипе çыхăннине манас марччĕ.