14 ноября 2009 г.
ВĂТĂР çул ытла шоферта ĕçлесе, мĕнле кăна нуша курман-ши; Ĕлĕкрех районти çулсем ытла та япăхчĕ вĕт-ха. Вăрмана кайсан чипер-сывă таврăнасчĕ тесе Турăран ыйтнă. Чукал–Баскак енчи вăрмансенчен пĕр кунта таврăнайман та, путса ларса техника ĕмĕрне кĕскетнĕ. Çын сывлăхĕ пирки каламастăп та: ун чух шăнса пăсăлнисем паян кун та аптăратаççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров нефтьпа пуян Тутарстанран та маларах кашни яла çити асфальт çул сартарчĕ. Ырлăх мар-и-ха çакă; Паян хăть Чукала, хăть Баскака асфальт çулпа çитме пулать. Пĕчĕк çеç Хĕрлĕ Васан, Максим Горький, Канаш паççулккисенче пурăнакансем те хăть те мĕнле çанталăкра та район центрне çутă пушмакпа килсе çÿреççĕ. Ĕлĕкрех ураран атă хывăнманнине аса илетпĕр те, паянхи çамрăксемшĕн савăнатпăр.
Президент та, район ертÿçисем те халăх пурнăçĕ çăмăлланса пытăр тесе тăрăшаççĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, ялсене пăрăх тăрăх ĕçмелли таса шыв çитĕ. Урамсене асфальт сарĕç. Шел, эпир ватăлтăмăр, çакăн пек ырлăхра тепĕр çирĕм-çирĕм пилĕк çул пурăнайсан тем пекехчĕ тесе шутлатпăр. Çамрăксене тăван ялта çурт-йĕр çавăрса пурăнма, тăрăшса ĕçлесе ырлăх-пурлăх тума сĕнетпĕр.