14 ноября 2009 г.
ХАЛĔ Хайпăла ялĕнче пурăнакан Петр Семенович Медведевăн аслашшĕ те Петр ятлă пулнă. Çак Петр (шел, унăн ашшĕн ячĕ тăванĕсен асĕнче упранса юлайман – чылай çул иртнĕ), ялта сăпайлăхпа, ĕçченлĕхпе тата Турра чунтан ĕненсе пурăннипе палăрса тăнăскер, 1916 çулта хăйĕн вăйĕпе часовня туса лартнă. Нĕркеч кирпĕчне Петр хăйĕн лашипе турттарнă, теççĕ. Ял варринче тунă часовньăра вăл православи тĕнĕллĕ ытти çынсемпе пĕрле хăй ватăлса виличченех Турра кĕл туса пурăннă. «Эпĕ вилсен мана часовня çумне пытарăр», – тесе каласа хăварнă тет Петр. Ял çыннисем вăл каланине пурнăçланă.
Атеизм тапхăрĕнче сăваплă объекта сÿтсе тăкнă, часовня кирпĕчĕсенчен пекарня туса хунă. Куншăн, паллах, Турра ĕненекен çынсем питĕ кулянса пурăннă. Çакнашкал тĕрĕсмарлăх Валентина Быкована тата унăн ывăлне – Николай Никоновича та питĕ пăшăрхантарнă. Вĕсем çак ыйтăва хускатнипе, тăрăшнипе, ял халăхĕ пулăшнипе «Строитель» ООО строителĕсем кăçал кĕр пуçламăшĕнче кĕске вăхăтрах çĕнĕ часовня купаласа хăпартрĕç. Ăна ĕлĕкхи часовня вырăнĕнчех туса лартнă.
Сăваплă вырăн – часовня халĕ пĕтĕм яла илем кÿрсе тăрать. Çĕрлехи тĕттĕм каçсенче те унăн хĕресĕн хăвачĕ çутатса тăрать. Ял-йыша çĕнĕ вăй парать çак часовня, Турă сăваплăхне кÿрет. Часовня тавра тимĕр решетке тытнă, сăрласа илемлетнĕ. Ун çумĕнчех А.М.Карсаков чавтарнă кÿлĕ пур. Хăй вăхăтĕнче Анатолий Михайлович та пысăк ĕç туса хăварчĕ. Халĕ кÿлле тасаттарса анлăрах тунă, решетке тытса сăрланă. Ун таврашне йывăçсем лартма ял халăхĕ хаваспах хутшăнчĕ.
Октябрĕн 2-мĕшĕнче Хайпăлара тата таври ялсенче пурăнакансемшĕн пысăк уяв пулчĕ – çак кун ялта часовня уçăлчĕ. Чăваш телевиденийĕнчен, тĕрлĕ хуласемпе районсенчен, хамăр тăрăхри ялсенчен çынсем йышлăн пухăнчĕç. Çак сăваплă событие палăртма республикăн кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ Анатолий атте ертсе пынипе пачăшкасем часовньăна светить турĕç.
Хальхи вăхăтра эрнере пĕр хутчен çак часовньăра Шăмăршă чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте служба йĕркелесе тăрать. Ял-йыш Турă çуртĕнче Турра кĕл туса çĕнĕ вăй-хăват тата Туррăн пил-сăваплăхне илсе тăрать, чун-чĕрене канăçлăх кÿрет.
Çакна та калас килет: юлашки çулсенче ял сăн-сăпачĕ çĕнелсе илемленчĕ, асфальт çул Хайпăлана хула сăнĕ кĕртет. Çынсем культурăллăрах, илемлĕрех пурăнма тытăнчĕç. Хайпăласем килти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Ĕçчен çынсене çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунас килет. Пĕрле килĕштерсе пурăнар, тăванăмăрсем, пурнăç илемĕ – туслăхра.