14 ноября 2009 г.
Сисĕнмест те вăхăт иртни: халĕ çеç вун çиччĕреччĕ те – юлашки цифра хыçне нуль хушма тивет. Пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр те – СССР халăх артисчĕ Валерий Николаевич ЯКОВЛЕВ саккăрмĕш теçеткене ура ярса пусрĕ.
– Валерий Николаевич, сирĕн çине пăхсан эсир çак çула çитнине пĕрре те ĕненес килмест...
– Пурнăç саккунĕнчен иртеймĕн. Çитмĕл çул каялла Виçпÿрт Шăмăршăра çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Ачалăхăм çăмăл пулчĕ теме çук. Аттесĕр ÿснĕскерсем çакна лайăх ăнланаççĕ. Анне – вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕ – пире, хăйĕн тĕпренчĕкĕсене ÿстерес тесе, кунне-çĕрне пĕлмерĕ. Çĕре çити пуç таятăп çакăншăн ăна.
– Артист пулма та вăлах пилленĕ пулĕ сире;
– Тен, ун пек те, кун пек те пулĕ. Пĕр шутласан, пирĕн Шăмăршă çĕрĕ - талантсене çуратса ÿстерсе хăват паракан тăрăх. Вăрманĕ, улăх-çаранĕ, юхан шывĕсем – хăйсемех чун-чĕрере хăйне майлă туйăм çуратаççĕ: проза та кунта, поэзи те, театр та. Эпĕ ас тăвасса, ялти çамрăксен вăййисем мĕне тăратчĕç! Хăйне майлă спектакль, опера пекехчĕ вĕсем. Çакна курса ÿснĕрен, сцена çине тухас туйăм çуралнă та пулĕ манра. Ялта ăста вăйçăсем – купăс, сĕрме купăс калакансем те нумайччĕ. Хĕрсем мĕнлерех юрлатчĕç тата... Хăна-вĕрле юррисем, туй такмакĕсем халĕ те асрах.
– Сăмах май, Валерий Николаевич, эсир артист, режиссер пулнипе çеç мар, эстрадăпа çывăх пулнипе те паллă.
– Çамрăкрах чухне, чăнах та, юрлаттăм, «Илем» вокалпа эстрада ансамблĕпе çыхăну тытаттăм. Унпа пĕрле çырнă юрăсем халĕ те тăтăшах радиопа янăраççĕ. Çынсене «Ăçта каян, чĕкеç;» юрă уйрăмах çывăх иккен. Ăна итлекенсем куççуль те кăлараççĕ теççĕ...
– Театр патне таврăнма та вăхăт пулĕ...
– Ку ыйтăва паçăрах кĕтнĕччĕ-ха. Сцена пурнăçĕ маншăн мĕнрен пуçланчĕ тетĕр; Тен, халĕ кулăшла та пулĕ – çăпатаран... Ача чухне урăх атă-пушмак çукчĕ çав. Шкулти драмкружокра та унпах юрласа ташланă. Пĕррехинче яла Шупашкартан артистсем килчĕç. Спектакль курма чÿречерен кĕме тиврĕ вĕт! Артистсем пурнăçри пек выляни чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ. Малашнехи пурнăç çулне, ахăртнех, çакăн хыççăн суйласа илтĕм пулас. Халĕ çакăншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Мускаври театр институтĕнчен икĕ хут – малтан артиста, кайран режиссера вĕренсе тухрăм.
– Валерий Николаевич, эсир вăтăр çул ĕнтĕ К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «штурвалĕ» умĕнче.
– Унччен ахаль артист пулнă эпĕ. Сцена çинчи пĕрремĕш роль – «Ялта» драмăри Ванюк. Каярахпа – «Кай, кай Ивана» комедире Иван, «Тумтимĕрте» Асамат, «Юратупа кавăнра» Микола, «Юнлă туйра» Леонардо, «Ромеопа Джульетăра» Меркуцио пултăм. Пĕтĕмĕшлетсе каласан, утмăла яхăн роль калăпланă.
– Режиссурăна илес пулсан;
– Халиччен çĕр ытла ĕçе сцена çине хатĕрлесе кăларнă. Чи пĕлтерĕшли – хамăр ентешĕн, Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрне» куракансем умне кăларни. Çакă манăн пурнăçри тĕп тĕллевччĕ. Çавăн пекех, куракансем «Çиçĕм хыççăн аслати», «Кушар», «Вун иккĕмĕш каç», «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ» тата ытти спектакльсене начар мар йышăнчĕç. Çак хушăра Праски инкене те хĕр партартăм, ун мăнукĕ те çаплипех авланать-ха. Кусем – А.Чебанов пьесисем.
– Шăмăршă тăрăхĕ тата театр. Мĕнле çыхăну пур çакăнта;
– Питĕ пысăк çыхăну. Пирĕн районтан чăваш театрĕн историйĕнче паллă йĕр хăварнă артистсем сахал мар тухнă. А.Лукьянова, П.Ванюшин, В.Кудряшов... Халĕ вĕсен ĕçне Г.Большаков, А.Зайцева, О.Верьялова тата ыттисем малалла тăсаççĕ. Н.Корчаков режиссер та – республика тулашĕпех паллă искусство ĕçченĕ. Пирĕн хамăрăнах драматург пурри те савăнтарать: Н.Угаринăн темиçе ĕçне сцена çине кăлартăмăр.
– Валерий Николаевич, сирĕн хисеплĕ ятсен шучĕ теçеткерен те иртет пулĕ;
– Кун пирки калаçмăпăр – ят-сумшăн мар, куркансемшĕн ĕçленĕ, малашне те ĕçлес килет. Ман ĕçе тивĕçлипе куракан хак патăр. Ватăлас килмест. Умра – çĕнĕ тĕллевсем, палăртса хунă ĕçсем. Вĕсене халăх умне кăларасчĕ, куракансем умĕнче парăмра юлас марччĕ.
– Мĕнех, ăнăçу сунатпăр сире, Валерий Николаевич. Палăртни пурнăçăра кĕтĕрех эппин, эсир малашне те театртан уйрăлмасса шанас килет.
– Тавтапуç, çаплах пултăрччĕ.