Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул вăрçă çулĕсенче

14 ноября 2009 г.

1941 Çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри вăтам шкулта выпускной каç пулнă, çамрăксем ирчченех ташланă, юрланă. Классем, руководительсемпе пĕрле, вăрман хĕрринчи пысăк кĕпер çине (хальхи коммуналлă кантур патне) ирхи шуçăма кĕтсе илме кайнă.

Июнĕн 22-мĕшĕнче вара шăмăршăсем Тăван çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем вăрă-хурахла тапăнса кĕни çинчен хăрушă хыпар илтнĕ.

Выпускной классенчи каччăсем пурте çар комиссариатне кайнă. Хăшĕ – çул çитнипе повестка илсе, хăшĕ – хăйсен ирĕкĕпе Тăван çĕршыва тăшманран хÿтĕлеме васканă.

Вăрçă пуçлансан шкулти арçын-учительсене пурне те тенĕ пекех фронта илнĕ. Хăйĕн выпускникĕсемпе пĕрле шкул директорĕ Н.П.Павлов вăрçа тухса кайнă. А.Г.Романов, Н.С.Семенов, Г.А.Александров, А.И.Воронцов, В.М.Храмов, В.А.Кирпичников, В.Я.Яковлев учительсем те алла хĕç-пăшал тытнă.

Вăрçа пула шкулсенчи лару-тăру йывăрланнă. Вĕрентÿ хатĕрĕсем, тетрадьсемпе учебниксем, чернил, вутă-шанкă туянайман.

Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн 1943 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнчи приказĕнчен:

«Июнĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа кашни учителĕн хăйсем валли тата шкул валли вутă хатĕрлеме тухмалла. Кашни учителĕн 15 кубла метр вутă хатĕрлемелле. Çак ĕçе хутшăнман учительсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вутăпа тивĕçтермеççĕ Ттата вĕсем пирки административлă мерăсем йышăнаççĕ. Вăрман касса хатĕрлес ĕçшĕн Степан Ивановичпа Михаил Иванович Калашниковсем яваплă пулса тăраççĕ. Завхозăн пусă тăвас ĕçе пуçăнмалла: йывăç материалсем хатĕрлемелле тата ăста çынсене тупмалла. Кунсăр пуçне, çывăх вăхăтрах 2 гектар çĕр сухаласа акма хатĕрлемелле.

Шкул директорĕ А.АНДРЕ-ЕВА.»

Çуллахи тата хĕллехи каникул кунĕсенче учительсемпе аслă классенче вĕренекенсем, техслужащисем шкул валли уйăрса панă делянкăсенче вутă касса хатĕрленĕ, ăна шкул лашипе тата колхоз вăкăрĕсемпе турттарнă. Ун чух колхозра виçĕ лаша çеç тăрса юлнă, ыттисене пурне те фронта илсе кайнă.

Шкула хутса ăшăтас ĕçре чи пысăк йывăрлăх Гаврил Сергеевич Космовский завхозпа техслужащисем çине тиеннĕ. Техслужащисем ирпе виçĕ сехетрех ура çинче пулнă. Килĕсенче ачи-пăчине хăйсене çеç пăрахса хăварса, шкул кăмакисене хутса ăшăтма васканă. Чĕрĕ вутта чĕртсе тивертме те йывăр пулнă. М.Ф.Моисеева, А.А.Соргина, Екатерина Горбунова (вăл ывăлĕпе шкултах пурăннă), А.Ф.Галюшина, П.Кузнецова, М.И.Кузнецова техслужащисене Çĕнтерÿ хыççăн 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медальпе наградăланă.

Учительсемпе вĕренекенсем хĕллехи кунсенче фронтри салтаксемпе офицерсем валли чăлха-нуски, алса, шарф çыхнă, посылкăсем ăшне ăшă саламлă çырусем те чиксе янă.

9 класра вĕренекен Оля Николаева çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра тата промкомбинатра ĕçлесе илнĕ укçине «Пионер Чувашии» танк тума куçарса панă. Çак пархатарлă пуçарушăн Ольăна çĕршывăн Аслă главнокомандующийĕ телеграммăпа тав тунă.

Хĕллехи уйăхсенче шкул çĕрĕ валли кĕл пухнă. Кĕркунне шкул сумккине çакса колхоз хирне пучах пуçтарма тухнă. Аслă классенче вĕренекенсемпе учительсем колхоз уй-хирĕнче, промкомбинатра, вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Кĕçĕн классем вăрманта юман йĕкелĕ пуçтарнă.

Фронтран вилĕм çырăвĕсем килсех тăнă. Учительсем ашшĕсĕр тăрса юлнă ачасене йăпатма тăрăшнă, хăйсем çиес çăкăра пайласа панă. 8-9 классем вăрçăра вилнĕ çынсен çемйисене пулăшакан отрядсем йĕркеленĕ: пĕчĕк ачасене пăхнă, пахчари тата кил-çуртри ĕçсенче пулăшнă.

1943 çулхи выпускницăн Александра Кочкомазован аса илĕвĕнчен:

«... 1941 çулхи кĕркунне Шăмăршăна Хĕвел анăçри районсенчен, Балтика тăрăхĕнчен эвакуированнăйсем килме пуçларĕç. Пĕчĕк хутаçсемпе, ачасемпе. Вĕсене Шăмăршă çыннисен çемйисене вырнаçтарчĕç. Эвакуаципе килнисем хушшинче учительсем те пурччĕ, вĕсем шкулта ĕçлеме тытăнчĕç, ачисем вĕренчĕç. Шăмăршăсем эвакуированнăйсене ăшшăн йышăнчĕç, кĕпе-тумтирпе, урана тăхăнмаллипе, тÿшек-минтерпе, чăн малтан вара апат-çимĕçпе тивĕçтерчĕç».

Аслă Çĕнтерÿ залпĕсем кĕрлесе иртсен шкула учитель-фронтовиксем таврăнма тытăннă. Н.С.Семенов математика, Н.Н.Стефинов çар ĕçне, А.Н.Воронцов истори, М.Н.Никифоров математика, М.В.Ермошкин хими, М.А.Дормидонтов физика, Г.А. Александров математика, Г.К.Самойлов рисовани вĕрентме пуçланă.

1946-1953 çулсенче шкул директорĕн йывăр лавне А.И.Лебедева туртса пынă. Анастасия Ивановна тăрăшнипех пысăк сад лартса чĕртнĕ, аякри ялсенчи ачасем валли интернат тунă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче те пĕр вăхăт выçлăх пулнă, сивĕ классенче шăнса та ларнă, анчах чун-чĕрери хавхалануллăх пурнăçа лайăхлатма пулăшнă. Шăмăршăри промкомбинатра шкул парттисемпе класс доскисем туса кăларма пуçланă. 1950 çулта ашшĕсем вăрçăра вилнисен е инвалид пулса таврăннисен ачисене тÿлевсĕрех вĕри апат çитерме тытăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика