14 ноября 2009 г.
КĂÇАЛХИ октябрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов «Чăваш Республикин шыв объекчĕсенче 2009-2010 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен» Хушăва алă пуснă. Асăннă Хушура ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисен çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе мероприятисем хатĕрлесе ирттермеллине палăртнă. Чи малтан профилактика мероприятийĕсем ирттермелле, çынсене кĕрхи-хĕллехи тапхăрта хăйсене шывра тата пăр çинче мĕнле тытмаллине ăнлантармалла.
Çакна асра тытмалла:
– Пăр çине кĕриччен вăл мĕнлерех пулнине сăнамалла. Унăн хулăнăшĕ 7 сантиметр тата тĕсĕ симĕсрех тĕк вăл çуран çÿрекеншĕн хăрушă мар. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслеме юрамасть.
– Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан – илтсен, пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла: урана сарса, пăр çийĕпе шутарса (çĕклемесĕр). Е упаленмелле, шумалла.
– Пăр çийĕн темиçен каçнă чухне пĕр-пĕрин хыçăн утмалла, хушă 5-6 метр пулмалла. Кайра пыраканнин малтине васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла.
– Пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар. Пĕрле пуçтарăнма, сикме е чупма юрамасть. Кашни пулăçăн хăйпе пĕрле çăлав хатĕрĕ илмелле: 12-15 метрлă кантран пĕр вĕçне 400-500 грамлă япала çирĕплетмелле, тепĕр вĕçне йăлă тумалла.
– Çанталăк начар чухне (юр çăвать-и, çумăр-и, тĕтреллĕ-и) тата çĕрле пăр çине кĕмелле мар.
– Инкеке лекнисене асăрхасан Çăлав службин пĕрлехи телефонĕпе шăнкăравламалла: 112.