18 ноября 2009 г.
ИРТНĔ эрне кун Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри ял ĕçченĕсемпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен савăнăçлă уявĕ иртнĕ. Ăна ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров уçнă, ял ĕçченĕсене чун-чĕререн саламланă.
Кăçал республика 545 пин тонна тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ (пĕлтĕрхинчен 4,2 проц. ытларах). Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăтам тухăçĕ 23,6 центнерпа танлашнă.
Чăваш Енри мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 810 пин тонна çĕр улми пухса кĕртнĕ (103,5 проц.). Кашни гектартан вăтамран 164,7 центнер тухăç илнĕ.
Январь-сентябрь уйăхĕсенче республикăри мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 6,5 проц. ÿснĕ (76,3 пин тонна), сĕт – 0,5 проц. (409,8 пин тонна), çăмарта – 9,5 проц. (222,9 миллион штук).
Республика ертÿçи тырă çапса тĕшĕлес, ĕне выльăх, сысна самăртас, чăхран çăмарта илес енĕпе палăрнă ĕç маякĕсене ятран асăнса тав тунă.
Уявра «Çамрăк çемье» программăпа çурт-йĕр лартакан çамрăксене субсиди панине ĕнентерекен свидетельствăсем те панă. Пирĕн районти Карапай Шăмăршă ялĕнчи «Слава» фермер хуçалăхĕн водительне Григорий Никитина çурт лартмашкăн каялла тавăрса памалла мар 380 пин тенкĕ субсидипе пулăшнине çирĕплетекен свидетельство панă.