18 ноября 2009 г.
НОЯБРĔН 12-мĕшĕнче район администрацийĕнчи ларусен залĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртрĕ. Ун ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ А.А.Быченков, лизинг компанийĕсемпе банксен представителĕсем, пĕчĕк предприятисемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, предпринимательсем хутшăнчĕç.
Канашлура район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанăвĕ çинчен доклад туса пачĕ.
Предпринимательство кунĕнче кредит илмелли йĕркесем, предпринимательсене патшалăх паракан çăмăллăхсем çинчен усăллă калаçу пычĕ, ыйтусем çине тулли хурав илчĕç.