Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сире, манманшăн...

18 ноября 2009 г.

КУ тĕл пулу иртнĕ юпа уйăхĕнче пулса иртрĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçса кăнтăрлахи апат тăваттăмăр. Çав вăхăтра тулти алăкран такам шăнкăравларĕ. Ман мăшăр васкасах килнĕ çынна кĕтсе илме тухрĕ. Эпĕ те ун хыççăн хыпалансах утрăм. Алăк умĕнче тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ илемлĕ хĕрарăм тăрать. Вăл пире питĕ çепĕççĕн сывлăх сунчĕ. Эпир те çав кăмăлпах хуравларăмăр, анчах ниепле те палласа илеймерĕмĕр. «Паллаймарăр пулмалла Вячеслав Димитриевич, Маргарита Алексеевна», – терĕ вăл пире. Каçару ыйта-ыйта, килнĕ хăнана пÿрте кĕме сĕнтĕмĕр. Вăл хăй пĕччен маррине, йышпа килнине пĕлтерчĕ. Унччен те пулмарĕ, кил картине пĕрин хыççăн тепри маттур çынсем пырса кĕчĕç. Хăйсем пурте савăнăçлă, аллисем пĕрин те пушă мар. Вĕсем пирĕн çине ыйтуллăн пăхаççĕ. Таçта тахçан курнă пек те туйăнать. Хăйсемпе ятран паллаштармасăр, пирĕн умра камсем тăнине тавçăрса илейменнишĕн хамăра паянхи кунччен айăплă туятпăр. Сăлтавĕ те пур çав. Вăтăр сакăр çул курман эпир вĕсене, хамăр чĕререн юратнă шкул ачисене. Эпĕ вĕсен класс ертÿçи пулнă вĕт, мăшăрпа иксĕмĕр акăлчан чĕлхине вĕрентнĕ. Вĕсем, Шăмăршă районĕнчи Палтиел шкулĕнчен вĕренсе тухнăскерсем, эпир хальхи вăхăтра пурăнакан Элĕк тăрăхĕнчи Чăваш Сурăм ялне шыраса тупса пирĕнпе тĕл пулма пултарни тата тĕрлĕ сăлтавсене пулса килейменнисенчен пысăк саламĕсене илсе çитерни пире чăннипех те тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Ку вăл пирĕншĕн калама çук хаклă парне пулчĕ. Тавтапуç сире Эльвира Краснова, Нина Якушова, Зоя Михайлова, Нина Матвеева (хĕр чухнехи хушамачĕсем), Коля Яковлев тата, тата ыттисене те пире манманшăн. Апла пулсан, Шăмăршă тăрăхĕнче эпир ыт ахаль пурăнман, тăрăшса ĕçлени сая кайман. Эпир вĕрентнĕ ачасем çав тери ырă кăмăллă, чун-чĕреллĕ, ĕçчен, ят-сумлă, çĕршыва усăллă çынсем пулнишĕн вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле савăнмаллипех савăнатпăр, мухтанмаллипех мухтанатпăр.

Килнĕ хăнасемпе чылай вăхăт хушши киленсе калаçса лартăмăр. Аса илмеллисем нумай пулчĕç...

Аса илÿ... Аса илÿ...

1965-мĕш çулта, Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен, мăшăрпа иксĕмĕре Шăмăршă районĕнчи Палтиел вăтам шкулне ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентме пыма йыхравларĕç. Шкул директорĕ Шупашкара ĕçлĕ ыйтупа килнĕ май пирĕнпе тĕл пулчĕ. Хамăр Вăрнарпа Элĕк районĕсенче çуралса ÿснĕ пулин те, Шупашкарти пĕр института вырнаçма май пулнă пулсан та, эпир республикăн кăнтăр енне кăмăлпах тухса кайрăмăр. Вăл вăхăтра асфальт çулĕсем пулман пирки Шупашкартан Шăмăршăна самолетпа вĕçсе çитрĕмĕр. Пире шкул машини кĕтсе илчĕ. Тĕлĕнтĕмĕр, савăнтăмăр. Ку тăрăхра чăннипех те ырă кăмăллă çынсем пурăннине пĕрремĕш кунтанах туйса илтĕмĕр. Шофер пирĕнпе калаçма ÿркенмерĕ, пире хăйĕнпе паллаштарчĕ. Ăна Антонов Александр Сергеевич тесе чĕнеççĕ иккен. «Эпĕ ирçе», - терĕ. Хăй вара чăвашла илемлĕ те таса калаçать. Мăшăрĕ, Антонова Таисия Егоровна, шкулта вырăс чĕлхине вĕрентнине тата вăл Элĕк районĕнчи Юлăш ялĕнче çуралса ÿснине пĕлтерчĕ. Сăмах май ман мăшăр ку тăрăхран, юнашар ялтан. Ку пире татах та хавхалантарчĕ. Калаçу çине калаçу. Сиссе те юлаймарăмăр, акă умра Палтиел. Пысăк сала вара. Вăрманпа юнашар шучĕ çук хÿхĕм йывăç кил-çуртсем таçта çитиех шăкăр-шăкăр ларса тухнă. Чул çуртсем пачах курăнмаççĕ. Ял çумĕпе чăнкă мар çыранлă тарăн мар юханшыв авкаланса юхса выртать. Лере-лере, ял варринче, мечет илемлĕн те асамлăн курăнса ларать. «Тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ кунта: чăвашсем, тутарсем, ирçесем, вырăссем те пур», – терĕ Александр Сергеевич калаçăва малалла тăснă май.

Пире шкул директорĕ Иван Андреевич Алексеев тата унăн çумĕ Клавдия Александровна Муллина ĕненмелле мар питĕ тараватлăн кĕтсе илчĕç. Хăтлă хваттере вырнаçтарчĕç. Мĕн кирлипе пуринпе те тивĕçтерчĕç. Тавтапуç вĕсене, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр.

Хамăрăн пурнăçри пĕрремĕш вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленме шкул дирекцийĕ, учительсем чылай пулăшрĕç. Тавах уншăн.

Асран кайми самант: пĕрремĕш хут хамăн класа пырса кĕни. Ман çине, аякран килнĕ çамрăк учитель çине, темиçе мăшăр куç шăтарас пек тĕпчевлĕн пăхать...

Тытăнса кайрĕ вара çак кунтан пуçласа пирĕн шкул пурнăçĕ.

Иван Андреевич Алексеев вăтăр çул ытла ертсе пыракан пысăк та сумлă шкул коллективĕ пин те çĕр ытла шкул ачине тивĕçлĕ тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми ĕçлетчĕ.

Ĕçне кура хисепĕ те. Шкулта Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене илнисем, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем, вĕрентÿ отличникĕсем, Çут ĕç Министерствин Хисеп грамотисене тивĕç пулнисем сахал марччĕ.

Çиçĕм çиçсе илнĕ пек иртсе кайрĕ вун виçĕ çул Шăмăршă тăрăхĕнче. Чи телейлĕ те асран кайми вăхăт.

Васкаса пырса кĕреттĕм

Кашни кун эп хам класа.

Пĕлĕвĕсене тĕпчеттĕм,

Е параттăм каласа.

Шăтарас пекех пăхатчĕç,

Куçĕсем вут-хĕм – чăнах!

Итлесе мана ларатчĕç

Сиктермесĕр пĕр сăмах.

Çутă ĕмĕт вĕренетчĕ

Ман умра вĕт тăрăшсах.

Çамрăк чунăм çĕкленетчĕ

Çак пуласлăха курса.

Çĕкленмесĕр, хĕпĕртеттĕм

Вĕрентме тÿр килнĕрен.

– Кам пулас-ха тетĕр, - теттĕм.

Хуравлатчĕç тĕрлĕрен.

Куçранах пăхса пĕлеттĕм.

Çук кунта нимле ултав.

Пур вăя хурса ĕçлеттĕм

Ырă ĕçшĕн чыс, мухтав.

Унтанпа чылай çул иртрĕ.

Шутласан, тĕлĕнмелле.

Сисеймерĕм, ватлăх çитрĕ,

Халь хама вĕрентмелле.

Тайма пуç сире пĕрле ĕçленĕ ĕçтешсем, эпир вĕрентнĕ шкул ачисем, тараватлă ял-йыш, ырă кăмăллă кÿршĕсем, эпир пĕлнĕ е пире ас тăвакан хаклă Шăмăршă çыннисем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика