21 ноября 2009 г.
ÇАК йĕркесене Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнакан Екатерина Федоровна Падюкина çинчен çырнăнах туйăнать. Унăн мăшăрĕ – Иван Петрович Падюкин – Хĕрлĕ Çара 1939 çулта кайнă. Тăван çĕршыв çине нимĕç вăрă-хурахĕсем тапăнса кĕрсен, Иван фронтри чи хаяр çапăçусене хутшăннă. 1942 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче тăван килне И.Падюкин рядовой хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хурлăхлă çыру килет.
Ашшĕ салтака кайнă чух Шура ятлă хĕрĕ виçĕ уйăхра çеç пулнă-ха. Çавăнпа та вăл ашшĕ çинчен амăшĕ каласа панă тăрăх çеç пĕлет. «Илемлĕ, патвар та вăйлă, ырă кăмăллă çын пулнă ман атте», – тет паян Шура.
Екатерина Федоровна, ачи пĕчĕк пулнине пăхмасăр, пĕр кун юлми колхоз ĕçне тухнă, фронта пулăшнă. Выçăллă-тутăллă, хĕн-асаплă вăрçă çулĕсене аса илсен, Екатерина Федоровна куççульне тытса чараймарĕ:
«Вăрçăран аманса таврăнакан ял çыннисем çине пăхаттăм та, манăн Иван та çаврăнса çитмест-ши, теттĕм. Çук, таврăнаймарĕ. Тăпри ăçтине те пĕлместĕп. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши Иваншăн, ăна хам кăна пĕлетĕп...»
Ватăличченех тăван колхозра ĕçленĕ Е.Ф.Падюкина, хăй каланă тăрăх, «ударница» та пулнă. Салтак арăмне хуйхă-суйхă та, йывăрлăхсем те çапса хуçайман.
Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Е.Ф. Падюкина 95 çул тултарать. Çулĕсем нумай пулин те, Екатерина Федоровна сывлăхпа çÿрет-ха, ăс-тăнĕ те çирĕп. Шура хĕрĕпе иккĕшех кĕштĕртетсе пурăнаççĕ, ĕне, чăх-чĕп усраççĕ. Пахчинче те тирпейлĕ, кил-çуртĕнче те таса.
Юбилей ячĕпе ăна ял-йыш, В.М.Малышевпа мăшăрĕ, вĕсен ачисем чун-чĕререн саламлаççĕ, 100 çул ытла сывлăхпа пурăнма ырă сунаççĕ. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр.