Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манăн çулсем – манăн пуянлăх

21 ноября 2009 г.

1934 ÇУЛХИ августăн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Шăмăршă ялĕнче, хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ эпĕ. Атте тăватă класс çеç (Мухтав хучĕпе) пĕтернĕ, 1930-1936 çулсенче «Новая деревня» колхозра счетовод пулса ĕçленĕ. Анне хут вĕренмен çын пулнă, колхозри тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Шел, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ вĕсем, пире, виçĕ ачана – Ваççа тетене, Улька аппана тата мана – тăлăха тăратса хăварнă. Хуçалăха тытса пыма тетен вун ултă çултах авланма тивнĕ, ăна хăйĕнчен çичĕ çул аслăрах хĕр тупса панă. Аслă Отечествăлла вăрçăран таврăнаймарĕ вăл – 1942 çулхи ноябрьте тете Сталинграда хÿтĕлесе паттăррăн пуç хуни çинчен калакан хут килчĕ. Улька аппа вун саккăрта Ярăслав ялне качча тухрĕ. Хăйĕн хĕрĕпе мана инке пăхса çитĕнтерчĕ. Паллах, çăмăл пулман тăлăх салтак арăмĕн пурнăçĕ... Колхозри пĕр ĕçрен те юлман вăл, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале те тивĕçнĕ.

Ялти пуçламăш шкул хыççăн Шăмăршăри вăтам шкула кайрăм, 1949 çулта çичĕ класс пĕтертĕм. Тĕрлĕ сăлтавсене пула, малалла вĕренме май килмерĕ. Вара эпир, районти ултă çамрăк, Кемерево облаçĕнчи Киселевск хулине тухса кайрăмăр, 24-мĕш номерлĕ ФЗО шкулĕнчи платниксен çур çуллăх курсне вĕренме кĕтĕмĕр. Вĕренсе тухсан пĕр хушă Вахрушев ячĕллĕ шахтăра платникре ĕçлеме тиврĕ. Яла таврăнсан МТСри трактористсен курсне пĕтертĕм, опытлă механизаторсемпе уй-хирте ĕçлесе ака-суха ĕçне хăнăхрăм.

Питех те малалла вĕренес килетчĕ. Çак тĕллевпех 1951 çулта каллех парта хушшине лартăм. 1954-1957 çулсенче Украинăри Никополь хулинче сывлăш десант çарĕнче службăра тăтăм. Хамăр ентешсем те пурччĕ унта: А.Бараевпа (Виçпÿрт Шăмăршă), А.Чурбановпа (Кивĕ Чукал) туслăччĕ. Туслăх çартан таврăнсан та татăлмарĕ, пĕр-пĕринпе тăтăшах тĕл пулаттăмăр.

Салтак тумне хывсан Мичурин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме тытăнтăм, пĕр вăхăт комсомолăн пуçламăш организацине те ертсе пыма тиврĕ. Каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илсен, манăн Хусанти химипе технологи институтне каяс ĕмĕт пысăкчĕ. Шел, палăртни пурнăçа кĕреймерĕ – экзамена чĕнсе янă çырăва почтальон вăхăтра паманран унта каяймарăм. Вĕренес килни мана 1960 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне илсе çитерчĕ, унта куçăмсăр майпа вĕренме тытăнтăм. Çак çулах, июнь уйăхĕнче, Шăмăршă ял Совечĕн секретарĕ (председателĕ М.К.Ширшлинччĕ) пулма шанчĕç, 1962 çулта райĕçтăвкома инструктор пулса ĕçлеме куçарчĕç. Тĕрлĕ ялсене тăтăш тухса çÿрени, халăх пурнăçĕпе вырăнта паллашни питĕ усăллă пулчĕ, пурнăçра кайран та нумай пулăшрĕ.

1962 çулхи октябрьте, КПСС райкомĕн сĕнĕвĕпе, мана Шупашкарти ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи ял хуçалăх кадрсем хатĕрлекен пĕр çулталăклăх шкула ячĕç. Унтан вĕренсе тухсан, 1963 çулта, Патăрьелĕнчи ял хуçалăх управленийĕ (ун чухне районсем пĕрлешнĕччĕ. – Авт.) мана Шăмăршă тăрăхĕнчи «Аврора», «За коммунизм», «Волга» колхозсенче инструктор-организатор пулса ĕçлеме çирĕплетрĕ. Çемьепе Вырăс Чукалĕнче пурăнма пуçларăмăр.

1964 çултанпа манăн малашнехи пурнăç яланлăхах ял хуçалăхĕпе çыхăнчĕ.

1965 çулхи январь вĕçĕнче Шăмăршă районне çĕнĕрен туса хучĕç. Çакăн хыççăн Мичурин ячĕллĕ колхозра агроном ĕçне пуçăнтăм, çак çулах, март уйăхĕнче, институт пĕтерсе алла диплом илтĕм.

1965 çулхи июньте, Мичурин ячĕллĕ коолхоз никĕсĕ çинче «Шемуршинский» совхоз йĕркеленсен, мана тĕп агроном пулма çирĕплетрĕç.

Çын яланах мал ĕмĕтпе пурăнать. Пĕлĕве ÿстерес тесе 1971-1975 çулсенче Мускаври çĕр улми енĕпе ĕçлекен наука тĕпчев институтĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм, сăнавсем ирттерме тытăнтăм. 1985 çулта диссертаци хÿтĕлерĕм, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ пулса тăтăм.

1973 çул вĕçнелле «Гвардеец» колхоз никĕсĕ çинче совхоз йĕркелес ĕç пуçланчĕ, 1974 çулхи апрель вĕçлениччен ун директорĕн тивĕçне пурнăçлама тиврĕ. 1975-1978 çулсенче – ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ. Çакăн хыççăн каллех «Шемуршинский» совхозра тĕп агроном ĕçне пуçăнтăм. 1984 çулта мана совхоз директорĕ пулма çирĕплетрĕç, хуçалăха вунă çул ертсе пытăм. Тĕрлĕ çулсенче ял, район Совечĕсен халăх депутачĕ пулма та тÿр килчĕ. КПСС райкомĕн членĕ те пулнă. Маншăн тата тепĕр пысăк чыс – Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн 12-мĕш созыври депутачĕ пулни. Правительство наградисем те пур.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ĕçсĕр ларас килмерĕ – 1995-1997 çулсенче районти çĕр комитетĕнче специалист пулса ĕçлерĕм, çав хушăрах агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕн комитетне те ертсе пытăм, 2002 çулта иртнĕ Раççейри халăх çыравĕнче уполномоченнăй пултăм. 2005 çултанпа Шăмăршăри ветерансен канашĕн ĕçне йĕркелесе пыратăп.

Кунта çырса кăтартни – мухтанни мар. Çакна кăна каласшăн, хыçа хăварнă 75 çул ахаль иртмен: пурнăçра савăнмалли те, тарăхмалли те сахал мар пулнă. Яланах çынсем хушшинче пулнă, халăхпа ĕçленĕ. Апла пулсан, аса илмелли те çук мар.

Юлашки çулсенче район историйĕпе кăсăкланма пуçларăм. «Шăмăршă хыпарĕнче» ку таранччен предприятисемпе организацисен, учрежденисен историйĕсемпе паллаштаракан нумай статья пичетлерĕм. Ку тĕлĕшпе халĕ те ĕçлетĕп, материал пуçтаратăп. Пĕр сăмахпа, çулсем иртсен те чунăм çамрăк-ха.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика