21 ноября 2009 г.
КĔÇĔ (чесотка) - пĕр çынран теприне ерекен чир.
Чир пуçаруçисем – кĕçĕ сăвăсĕсем. Вĕсем ÿт-тире лексен темиçе талăкранах çынна кĕçĕтсе тарăхтарма пуçлаççĕ. Вĕсем ÿт хуппипе тăранса пурăнаççĕ, çул-йĕрсем тăваççĕ, вĕсенче çăмартасем хăварса малалла аталанаççĕ. Çул-йĕр тунă чухне хăйне евĕр вещество кăлараççĕ, çавна май ÿт-тир кĕçĕтет, уйрăмах – çĕрле.
Кĕçĕ чирĕ – ерекен чир, уйрăмах – ар çыхăнăвĕсенче. Вăл чирлĕ çын усă курнă япаласенчен те, вырăн таврашĕнчен те сарăлма пултарать. Чир çакланнă хыççăн 10-30 кунтан ÿт-тир хытă кĕçĕтме пуçлать, уйрăмах алă тунисем, хырăм, пĕçĕсем, купарча çинче. Чир малалла сарăлсан ÿт-тир йĕпенсе-кĕсенленсе тăма пуçлать, çапла экземăна куçас хăрушлăх та пур.
Чир çулне пÿлессинче профилактика ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕчĕккисене палламан ачасен япалисемпе усă курма ирĕк памалла мар. Урăх çын тум-тирĕпе атă-пушмакне тăхăнни, унăн ал шăллипе, мунчалипе усă курни, вырăн таврашĕ çинче выртни кĕçĕ чирĕ патне илсе пыма пултарать. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕмелле мар.
Кĕçĕ чирне эффективлă препаратсемпе сиплеме пулать. Сипленнĕ хыççăн утюгланă таса тум-тир тăхăнмалла. Простыньсемпе минтер пичĕсене те вĕри утюгпа якатмалла.
Чир ерсен ялти медицина пункчĕн ĕçченĕсемпе канашласа пăхмалла е тĕп больницăри врач-дерматолог патне каймалла.
Кăçалхи 10 уйăх хушшинче районта кĕçĕ чирĕпе аптранă 10 çынна тупса палăртнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 1,6 хут сахалтарах.