25 ноября 2009 г.
«ХАМА эпĕ ултă çулта ытларах ас тума пуçланă, – каласа парать аллинчи шурă тутăрпа куççульне шăла-шăла А.Т.Волкова. – Пĕррехинче эпĕ урамран выляса килтĕм. Анне сĕтел патĕнчи тăрăхла сак çинче выртать. Ун çумĕнче – тăвансем, кÿршĕ-аршă. Пире, çурма тăлăха юлнăскерсене хĕрхенсе, шывланнă куçĕсене тутăрпа шăлса тăраççĕ.Тепĕр кунне тупăка лав çине хурса масар çине илсе кайнă чух эпĕ кăшкăрса йĕрсе юлтăм.
Анне вилсен пире, пилĕк ачине шеллесе, атте тепре авланмарĕ. Хут пĕлни пурнăçра питĕ кирлине ăнланаканскер, ачисене шкулта тăрăшса вĕренме, ĕç патне çыпăçма, сăпайлă пулма вĕрентетчĕ.
Эпĕ тăхăр çулта чухне йывăр чире пула атте те çĕре кĕчĕ. Эпир сĕм тăлăха тăрса юлтăмăр.
Ачасен шăпине кăштах та пулин çăмăллатас тесе, тăвансем вун улттăри Хветюк тетене авлантарса ячĕç, хăйĕнчен виçĕ çул аслă хĕре качча илсе пачĕç.
Нумаях пĕрле пурăнаймарĕç тетепе инке – тетен салтака кайма ят тухрĕ. Эпир, виçĕ тăлăх хĕр ача (аслă аппа ун чух качча тухнăччĕ ĕнтĕ) тата тетен пĕчĕк хĕрĕ (хырăмра юлнă тепĕр хĕрĕ тете салтака кайсан çуралчĕ), инке алли çине тăрса юлтăмăр.
Çăмăл пулмарĕ арçынсăр тăрса юлнă çемьен пурнăçĕ. Инке ертсе пынипе, аслăраххисем тĕрлĕ ĕçсене хутшăнчĕç (хирти ĕçсене пĕтĕмпех алă вăйĕпе тунă). Эпĕ, чи кĕçĕнни, шкултан таврăнсан тетепе инкен пĕчĕк хĕрĕсене ас тăваттăм. Хĕллехи вăхăтра сÿс арланă, пир тĕртнĕ, алса-чăлха çыхнă, кĕпе-тумтир çĕлеме хутшăннă.
Тете салтакран киле таврăнмалли çул Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланчĕ. Эпĕ, вун çиччĕри хĕр, Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕренеттĕмччĕ. Акă пирĕнпе пĕрле вĕренекен арçын ачасене те пĕрин хыççăн теприне вăрçа илсе кайма тытăнчĕç. Хăйсен ирĕкĕпе фронта каякансем те пулчĕç.
Нихăçан та асран тухмаççĕ çав çулсенчи шартлама сивĕсем. Пире, çамрăк хĕрсене, Улатăр çывăхне окоп чавма илсе кайрĕç. Студенткăсем вун пилĕкшерĕн-çирĕмшерĕн пĕчĕк çĕр пÿртсенче пурăнаттăмăр. Черетпе траншея чаваттăмăр: пĕрисем вут умне ăшăнма тăнă вăхăтра теприсем çĕр чавнă. Тарăн шăнса ларнă çĕр лумпа та пилĕк пуслăх укçа пек анчах хăйпăнатчĕ, чавнăçем шăнсах пыратчĕ.
Çав çулах тете вăрçăра хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ çыру илтĕмĕр. Инке çамрăклах тăлăх арăм пулса юлчĕ.
Йывăр пулнă ĕнтĕ ун чух пурне те, мĕн каламалли: çынсем выçăпа шыçăнса вилме пуçларĕç. Пирĕн çемьене вĕлле хурчĕсем тытни çеç çăлса хăварчĕ пулĕ вилĕмрен...»
Калаçса ларатпăр та Александра Тимофеевна Волковапа, хамăн та чун хурланса килчĕ. Мĕн чухлĕ нуша тиенмен-ши унăн ырхан хул пуççийĕсем çине, мĕнле кăна йывăрлăх тÿсмен-ши çак йăваш куçлă, ырă чун-чĕреллĕ чăваш хĕрарăмĕ; Ун çинчен пĕчĕк очерк мар, пысăк кĕнеке çырма пулать.
Александра Тимофеевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Спиридонова) Патăрьелĕнче çуралса ÿснĕ. Вĕренсе çын пулас ĕмĕчĕ пысăк пулнипе, çичĕ класлă шкул хыççăн педучилищĕне кайса кĕнĕ.
Учитель ĕçне-хĕлне Патăрьелĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçланă. Ун хыççăн Чăваш Сăкăтра, каярахпа Карапай Шăмăршă шкулĕнче ĕçленĕ. Хĕрĕх çул ытла вăл ачасене вĕрентес, воспитани парас тĕлĕшпе чунтан тăрăшса вăй хунă. Çак хушăра çĕр-çĕр ачана вулама-çырма вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйĕн тĕслĕхĕпе вăл ачасене ырă та сăпайлă, тирпейлĕ те ĕçчен пулма вĕрентнĕ.
Александра Тимофеевна вĕрентсе кăларнă çынсем сарлака çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем пур: учительсем, врачсем, çар çыннисем, строительсем, инженерсем... Чылайăшĕ халĕ те пĕрремĕш учительне асран кăлармаççĕ, хисеплеççĕ, çыхăну тытаççĕ. Уявсенче саламлаççĕ, тĕл пулусене чĕнеççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем паян кунччен те ялти ятлă çынна тав сăмахĕ калаççĕ.
Тăван çĕршыв А.Т.Волкована «Ĕçри хастарлăхшăн», «Ĕç ветеранĕ», «Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» тата юбилей медалĕсемпе наградăланă. Çавăн пекех ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн, районти çут ĕç пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Александра Тимофеевнана темиçе созыв та Карапай Шăмăршă ял Совечĕн депутатне суйланă. Нумай çул хушши вăл ял Совечĕ çумĕнчи хĕрарăмсен советне пултаруллă ертсе пычĕ.
1947 çулта çамрăк та хитре учительница фронтран аманса таврăннă Иван Егорович Волковпа пĕрлешнĕ те, пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннă. Иккĕшĕ те пĕр шкулта ĕçленĕ, ял халăхне ырă тĕслĕх кăтартнă. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ, çынпа ырă пулма, кирлĕ чухне çынна пулăшма вĕрентнĕ, пуян чун-чĕреллĕ пулма воспитани панă.
Шел, вун сакăр çул каялла фронтовик-учитель И.Е.Волков йывăр чирне пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Вĕренекенĕсем Иван Егоровича яланах ырăпа аса илеççĕ.
Волковсен икĕ хĕрĕ ашшĕпе амăшĕн ырă ĕçне малалла тăсаççĕ, тĕп хулари шкулсенче вăй хураççĕ. Аслă хĕрĕ хĕрĕх çула яхăн библиотекарьте ĕçлерĕ, ывăлĕсем – строительсем. Александра Тимофеевна халĕ кĕçĕн ывăлĕпе тата унăн çемйипе пурăнать.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче А. Т.Волкова çуралнăранпа 85 çул çитет. Çак ятпа ăна пилĕк ачи, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, вун пĕр мăнукĕпе мăнукĕсен вун пĕр ачи чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Çак салам çумне Александра Тимофеевнан нумай-нумай вĕренекенĕ те (вĕсем – ялĕпех) хутшăнать. Ырă та ăшă кăмăлĕшĕн, çепĕç чунĕшĕн, иксĕлми юратăвĕшĕн ун умĕнче çĕре çити тайăлса пуç таяççĕ.
Александра Тимофеевна пек çынсем çĕршыва илем кÿреççĕ, вĕсем чун тасалăхĕпе, чĕре ăшшипе мухтава тивĕçлĕ ĕç тăваççĕ.