Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача аллинче – сăра кĕленчи...

25 ноября 2009 г.

ПĔЛТĔРХИПЕ танлаштарсан, кăçал çул çитменнисем преступлени çулĕ çине тухасси сисĕмлех чакрĕ. Сăмахран, вĕсем пĕлтĕрхи 10 уйăхра 6 преступлени тунă пулсан, кăçал çак тапхăрта – 2 преступлени. Анчах та ку – лăпланса лармалли сăлтав мар. Ачасене, уйрăмах тÿнтерле ĕç тăвас туртăмлисене, ашшĕ-амăшĕсен куллен асăрхаттарсах тăмалла. Уйрăмах вĕсем саккунпа килĕшÿллĕ пурăнман çамрăксемпе туслашассинчен сыхланмалла. Çакнашкал çынсен витĕмлĕхĕпе е вĕсем хушнипе ачасем преступлени çулĕ çине тухнă чылай факта илсе кăтартма пулать.

Чăваш Республикин 2009 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнчи 43-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн, çул çитменнисен (18 çул таранччен) кĕрхи-хĕллехи тапхăрта урамра, обществăлла вырăнсенче, культура учрежденийĕсенче тата ытти çĕрте 22 сехет хыççăн çÿреме юрамасть (ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле пулмасан). Çак саккун, паллах, питĕ вырăнлă. Ăна çул çитменнисем шăпах çĕрлехи вăхăтра ытларах преступлени тунине шута илсе йышăннă. 22 сехет тĕлне ачасен килте пулмалли пирки ашшĕ-амăшĕсен куллен аса илтермелле.

Никам пăхса тăман ачасем право йĕркисене пăсас çул çине тăма пултарнине те манмалла мар. Килте тумалли заданисене ачасем еплерех пурнăçланине, уроксене мĕнлерех хатĕрленнине тĕрĕслесех тăмалла. Паллах, вĕсене килти хуçалăхри ĕçсене те явăçтармалла.

2009 çулхи 10 уйăхра район территорийĕнчи урамсенче, обществăлла вырăнсенче çул çитменнисем ÿсĕр çÿренĕ фактсем тăрăх пурĕ 26 протокол çырнă. Çак йышра çурри ытла – хамăр район çыннисем. Ку, паллах, питĕ пăшăрхантаракан пулăм. Халех, ачаллах, алла эрех черкки е сăра кĕленчи тытакан çынран мĕн кĕтмелле-ха малашне; Вĕсенчен ытларахăшĕ кайран ĕçкĕпе туслă пурăнасси куç кĕрет. Ача алкоголь шĕвекĕсем ĕçнине асăрхасанах ашшĕ-амăшĕсен çирĕп мерăсем йышăнмалла. Çÿлерех асăннă фактсемпе пуринпе те тивĕçлĕ йышăну тунă. Район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсем ашшĕ-амăшĕсене чĕнтерсе илсе калаçнă, штрафсем тÿлеттерме йышăннă.

Ачасем право йĕркисене ан пăсчăр тесе, учительсен те класс сехечĕсенче ăнлантару ĕçне туса ирттермелле, кирлĕ пулсан, ашшĕ-амăшĕсене шкула чĕнтерсе илсе калаçмалла. Пĕрлехи вăйпа ачана çийĕнчех тÿрĕ çул çине кăларма, вăл сулнăка лекесрен сыхланса юлма май пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика