28 ноября 2009 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн 2007 çулхи январьти «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парассинчи хушма мерăсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2 е 3 ачаллă çемьесем ача амăшĕн капиталĕн сертификатне илме пуçларĕç. Ăна амăшне, 2 е 3 ача çуратнă хыççăн, пĕр хутчен параççĕ (4 е 5 ача çуратсан та). Саккун йышăннă вăхăтра сертификат сумми 250 пин тенкĕпе танлашнă пулнă. Паянхи кун тĕлне, çак сумма инфляцие пула индексацилесе пынă май, 312 пин те 162 тенке çитнĕ. Ку суммăран хĕрарăмсен 12 пин тенкине укçан илме право пур.
Çак кун тĕлне пирĕн районти 275 хĕрарăм ача амăшĕн капиталĕн сертификатне илнĕ. Çÿлерех асăннă саккунпа килĕшÿллĕн, 250 хĕрарăма 12-шер пин тенкĕпе тивĕçтернĕ. Çак тĕллевпе 3 миллион тенкĕ тăкакланă.
Ача 2 çул тултарсан (иккĕмĕш е виççĕмĕш ача) хваттер е çурт туянма панă ипотека кредичĕн тĕп парăмне тата процентне тÿлеме амăшĕсем сертификат укçипе усă курма пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне çак правăпа 30 хĕрарăм усă курнă. Вĕсем валли патшалăх пурĕ 5 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрнă.
Çемьери ача 3 çул тултарсан вара, килес çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, хĕрарăмсем ача амăшĕн капиталĕпе усă курса пурнăç условийĕсене лайăхлатма (çурт-хваттер туянма е юсама) пултараççĕ. Сертификат укçипех ачан тÿлевлĕ вĕренĕвĕшĕн саплаштарма е ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайне хывма май пулĕ.
Ача амăшĕсем çак çĕнĕлĕхсем пирки пĕтĕмпех Пенси фончĕн районти управленийĕнче пĕлме пултараççĕ.