28 ноября 2009 г.
XX ĔМĔР пуçламăшĕнче Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнчи чиркÿ чанĕн сасси таврана илемлĕн юхса саланнă, халăха кĕлле кĕме йыхравланă. Таври ялсенчен те йышлăн çÿренĕ чиркĕве. Вĕсем Турра кĕл туса, хăйсен çылăхĕсене каçарттарса çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленнĕ, ырă ĕçсем тума, сывлăхпа пурăнма пачăшкă урлă Турăран пил илнĕ...
Эпĕ те ватăлтăм ĕнтĕ. Асатте каласа панине лайăх астăватăп-ха. Пилĕк ял халăхĕпе пĕрле Виçпÿрт Шăмăршă чиркĕвне 1901 çулта тума пуçланă. 1903 çулта святить тунă хыççăн йывăçран тунă çĕнĕ чиркÿ ĕçлеме тытăннă. Питĕ шел, иртнĕ ĕмĕрти атеизм тапхăрĕнче, 30-мĕш çулсенче Турă çурчĕсене массăллă майпа пĕтĕм çĕршывĕпех хупнă-тустарнă вăхăтра, пирĕн ял чиркĕвĕ те ĕçлеме пăрахнă. Малтанхи вăхăтра унран склад туса хунă пулнă, кайран вара чиркÿ çуртĕнче клуб уçнă...
Хальхи вăхăтра çак çурт, кивелсе çитнĕскер, мĕскĕннĕн курăнса ларать. Ватă топольсем вара, тахçанхи чиркÿ чанĕн асамлă сассишĕн тунсăхланăн, тураттисене лăштăрах уснă...
Чиркÿ çуртне юсаса-тирпейлесе, реконструкцилесе çĕнĕрен уçас ыйтăва ял халăхĕ кăçал августра çĕклерĕ. Ульяновскра предприниматель пулса ĕçлекен А.И.Савельев документаци хучĕсене, юсав-реконструкци ĕçĕсене йĕркелессине хăй çине илчĕ. Халăхран укçа пуçтарма комисси те суйласа хăварчĕç ял пухăвĕнче. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Алексеев чиркÿ уçас ыйтăва ырларĕ.
А.И.Савельев кăнтăр районĕсен благочиннăйĕпе Анатолий протоирейпе, Шăмăршă чиркĕвĕн настоятелĕпе Николай аттепе тĕл пулса калаçнă. Священниксем халăх ыйтăвне тимлĕхре тытма тата пулăшма шантарнă. Вĕсем Виçпÿрт Шăмăршăна килсе кайнă та ĕнтĕ, чиркÿ пулнă çурт таврашне тасатса тирпейлес енĕпе халăха усăллă канашсем панă.
Нумаях пулмасть, вырсарни кун, халăх воскресника йышлăн пухăнчĕ. Пурте тăрăшса ĕçлерĕç çак кун. Вĕсем хушшинче çамрăксем те,вăтам çулсенчи çынсем те, ватталла сулăннисем те пулчĕç. Сăваплă ĕç пуçланни вара питĕ паха. Чиркÿ чанĕ янăричченех халăх хастарлăхĕ иксĕлми тапса тăрасси пирки иккĕленÿ çук. Турă пилĕпе, халăх пулăшнипе ялта чиркÿ уçăлатех!
Чиркÿ уçăлни пирĕн яла тата та илемлетĕ, çынсене ырăрах та сăпайлăрах пулма воспитани парĕ. Çитĕнекен ăру та ваттисене хисеплесе ÿсĕ. Турра ĕненсе пурăнсан, пирĕн пурнăç илемлĕрех те усăллăрах пулĕччĕ. Чиркÿ тăвас ĕçе пĕтĕм ял-йыш хутшăнасса шанса тăратăп.