28 ноября 2009 г.
АННЕ... Çак çепĕç сăмахра – мĕн тери пысăк ытарлăх, ăшă туйăм. Аннен пĕлтерĕшне палăртма сăмахсем те çитмĕç. Вăл пире çуратса пурнăç парнелет, çутă тĕнче ытамлăхне кĕртет. Хаклă çыннăмăр пире кăкăр ĕмĕртсе ÿсме вăй-хăват парать, ăнсăртран чирлесе ÿксен çĕр çывăрмасăр юнашар ларать, хăвăртрах ура çине тăратма ăшталанать. Хăй çиес чи тутлă çимĕçе пире парать вăл, эпир хаваслăн сиккелесе çуйхашнишĕн савăнать, сывлăхлă ÿснишĕн чунтан хĕпĕртет. Анне пирĕнпе пĕрле урок тума ларать. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренсе пырсан, хăйне пулăшсан, итлесен вăл çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕпленет.
Ывăлне салтака ăсатнă чухне кăштах кулянать анне, çав вăхăтрах унăн чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ те çĕкленет. Ара, салтака юрăхлă ывăл ÿстерсе çитĕнтерни, вăл Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи пулса тăни ял-йышра яланах сумлă пулнă-çке-ха. Хăйĕн ачисене мăшăрлантарни, мăнуксем çурални хĕрарăма вышкайсăр пысăк савăнăç кÿрет.
Тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларсан та хăйĕн ачисемшĕн тăрăшать анне. Вĕсемшĕн, мăнукĕсемшĕн чунне пама хатĕр вăл.
Анне – ачасен тĕревĕ, кил ăшши, çемье никĕсĕ, пурнăçа илемлетекен, ăрăва малалла тăсса пыракан... Ахальтен мар ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн, ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунне пирĕн çĕршывра çулленех Анне кунĕ тесе палăртаççĕ. Ача амăшĕсене патшалăх май килнĕ таран пулăшу парса тăрать. Хальхи вăхăтра районта 1435 хĕрарăм ача пособийĕ илет, çав шутран 1,5 çул таранчченхи ача амăшĕсем -165-ĕн, 3 е ытларах ачаллă хĕрарăмсем 195-ĕн. Мăшăрсăр ача ÿстерекенсем – 131-ĕн.
1 çулталăк таранчченхи ачаллă хĕрарăмсене патшалăх пепкесем валли ятарлă апат туянма уйăхсерен хушма тÿлевпе тивĕçтерет.
Призыв йĕркипе çар службине кайнисен мăшăрĕсене те патшалăх манăçа хăвармасть. Упăшкисем çарта пулнă вăхăтра хĕрарăмсем пĕр ачашăн 6780-шар тенкĕ пособи илсе тăраççĕ (кунашкаллисем районта иккĕн, вĕсен пĕрер ача).
Амăшĕсене ачасемшĕн тÿлекен пособисен суммине патшалăх çулсерен пысăклатса пырать.
Ачасене лагерьсенче, санаторисенче канма тÿлевсĕр путевкăсем уйăрни те çемьесемшĕн сисĕмлĕ пулăшу пулса тăрать. Акă, кăçал районти социаллă хÿтлĕх пайĕн путевкисемпе Улатăр районĕнчи «Изумрудный» лагерьте 10 ача, Муркаш районĕнчи «Алый парус» лагерьте 12 ача хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Кунсăр пуçне июньте районти шкулсенче йĕркеленĕ лагерьсенче 50 ача каннă.
Социаллă страховани фончĕ те çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать. Шкулсенчи лагерьсенче çулла 200 ача, кĕрхи каникул тапхăрĕнче 50 ача тÿлевсĕрех канма пултарнă. Çавăн пекех социаллă страховани фончĕ çуллахи вăхăтра 67 ачана республикăри сывлăха çирĕплетекен лагерьсене кайма путевкăсемпе тивĕçтернĕ. 36 ача вара республикăри санаторисенче пулнă.
Анне кунне халалласа районти клуб учрежденийĕсенче, библиотекăсенче, шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ача амăшĕсене чысласси, вĕсене тивĕçлипе сума хурасси, чун-чĕререн савса мухтасси вĕсен программисенче тĕп вырăн йышăнĕ.
Сăмахăма вĕçленĕ май, районти мĕн пур аннене уяв ячĕпе чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунатăп.