02 декабря 2009 г.
ТУНТИ КУН, ноябрĕн 30-мĕшĕнче, Шăмăршăра район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 20-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусемпе – «Шăмăршă районĕн 2009 çулхи 9 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинчен», «Шăмăршă районĕн 2010 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн прогнозĕ çинчен» – район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Э.Жамкова, «Шăмăршă районĕн 2009 çулхи бюджечĕ 9 уйăхра мĕнле пурнăçланни çинчен» тата «Шăмăршă районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен» – район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Е.П.Кудрявцева доклад туса панă. Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ решенисем йышăннă, Шăмăршă районĕн 2010 çулхи бюджечĕн тĕп характеристикисене çирĕплетсе хăварнă.
Ларура çавăн пекех «Шăмăршăри бизнес-инкубатор» коммерциллĕ мар автономлă организаци туса хурасси çинчен», «Шăмăршă районĕн муниципаллă пурлăхне приватизацилемелли прогноз планĕ çинчен», «Шăмăршă район Пухăвне 3-мĕш номерлĕ Южнăй суйлав округĕ тăрăх депутата суйланă Б.В.Мишкин депутат полномочийĕсене срокчен пăрахăçласси çинчен», «Шăмăршă район Пухăвне 14-мĕш номерлĕ Кивĕ Чукал суйлав округĕ тăрăх депутата суйланă В.Г.Федотов депутат полномочийĕсене срокчен пăрахăçласси çинчен» тата ытти ыйтусене пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов хутшăннă.