02 декабря 2009 г.
ÇАК ыйтăва Шăмăршăра тăвакан физкультурăпа спорт комплексĕн объектĕнче ирттернĕ ĕçлĕ канашлура çивĕч çĕкленнĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Анатолий Николаев, Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата «СУОР» ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев хутшăннă.
Строительство ĕçĕсем графикпа пăхнинчен чылай юлса пынине пĕтерсе, спорт комплексне 2009 çулхи декабрьте хута яма май пур тесе палăртнă. Паллах, юлнă кунсенче строительствăра пĕтĕм вăя хурса ĕçлемелле.