Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх кÿршĕ тăванран та çывăхрах

02 декабря 2009 г.

ПУЯНКАССИ ял поселенийĕн администрацийĕнче çак кунсенче кÿршĕллĕ Тутарстанри Хурăнвар-Шăхаль ялĕнчи культура ĕçченĕсем хăнара пулнă. Хăнасем Пуянкассинчи тĕслĕх библиотекин ĕçĕ-хĕлĕпе, Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илес тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ мероприятисен планĕпе тата сценарипе паллашнă. Хурăнварсене уйрăмах салтака ăсатнине сăнласа паракан сценари килĕшнĕ.

Икĕ ял çамрăкĕсем спортпа та туслă. Уйрăмах йĕлтĕр спортне килĕштереççĕ. Хурăнвар-Шăхаль команди Шăмăршăра иртекен ăмăртусене те хутшăнать, лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Вĕсенчен пуянкассем те юлмаççĕ. Пĕр-пĕринпе ăмăртса çĕнĕ çитĕнÿсем тăваççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика