02 декабря 2009 г.
– Выльăх усратăр-и?
– Епле-ха унсăрăн; – ыйтăва ыйтупах хуравларĕ Хайпăлара пурăнакан А.Краснов. – Пĕр ĕнепе пĕр вăкăр пур. Ялта выльăх усрамасăр пурăнаймăн.
Анатолий Николаевичпа унăн мăшăрĕ Ольга Николаевна – чăннипех хресчен чунĕллĕ çынсем, вĕсен картишĕнче яланах йышлă выльăх-чĕрлĕх пулнă. Халĕ те хуçалăхра, шултра мăйракаллă выльăхсемсĕр пуçне, сурăхсем, сыснасем пур. Чăх-чĕппе хур-кăвакал та йышлă. Выльăх-чĕрлĕх усрани çемье бюджетне тытса пыма та самаях пулăшать.
Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи П.Уськин та выльăхсăр картише пуш хир пек курать.
– Ĕне пур, икĕ пăру, сыснасем – тăваттă, – терĕ «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнче ĕçлекен Петр Леонтьевич. – Хуçалăхра сурăхсемсĕр те май çук – алсиш-чăлха, кăçатти те кирлĕ вĕт. Чăхсем куллен теçеткешер çăмарта тăваççĕ. Ялта пирĕнни пек автан çук пулĕ: ирсерен хамăра çеç мар, пĕтĕм яла вăратать.
Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвкал, чăх-чĕп усракан çемьесенче ача-пăча та ĕçе юратса çитĕнет. Вĕсем укçа хакне пĕлсе ÿсеççĕ, ăна тĕлсĕр салатмаççĕ.
Картиш тулли пулсан – сĕтел те пуян. Çакна выльăх-чĕрлĕх усракан çемьесене кĕрсе курсан тÿрех асăрхатăн. Кĕр мăнтăрĕ чăннипех те савăнтарать.