Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турăм-лартрăм çĕнĕ çурт

05 декабря 2009 г.

Шăмăршăра пурăнакан Андрей Петрович Вазанов район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕнче чылай вăхăт вăй хучĕ. Халĕ икĕ çул ытла халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр тилхепине тытса пырать. Нумаях пулмасть куçăмсăр майпа Патшалăх службин академийĕнчен вĕренсе тухнă. Çемьеллĕ, пĕр ачаллă. Бухгалтер специальноçне илнĕ мăшăрĕ çулталăкри пепкене пăхать.

Çамрăк мăшăр тăван килтен уйрăлса тухса уйрăм кĕтеслĕ пулма шут тытнă. Район центрĕнче 14 соткă йышăнакан çĕр вырăнĕ тупăннă. Хăйсем пухнă укçапа тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе никĕс янă, строительство материалĕсем туянса çурт кăшкарне хăпартнă. Нимере аслисем кăна мар, тус-юлташĕ те чылай пулăшнă. Кăçал икĕ хутлă çурт тăррине витрĕç. Çакă курăмлă ĕç пулсан та çурри кăна-ха. Кĕмĕл чылай кирлĕ. Çапах та пуçа усмаççĕ Вазановсем.

Çак кунсенче вĕсене çамрăк специалистсем тесе çурта туса пĕтерме республика бюджетĕнчен 60680 тенкĕ, вырăнти тата федераци хыснисенчен 180 пиншер тенкĕ, пурĕ 424760 тенкĕ уйăрса панине çирĕплетекен сертификат панă. Ку – çăмăллăх кредит та, кивçен укçа та мар. Ăна тавăрса пама ыйтмаççĕ. Çемье унпа парăмсене татма, ытти ăпăр-тапăр туянса тепĕр çулах мăрьерен тĕтĕм кăларма усă курĕ.

2008 çулхи сентябрь уйăхĕнче Карапай Шăмăршăри Никитинсен килĕнче пысăк инкек сиксе тухнă – мĕн пур пурлăх çунса кĕлленнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çурт хуçипе мăшăрне, тинтерех çуратнă пĕчĕк ачине тата ашшĕне пурăнмалли кĕтес çуккисен черетне тăратнă. Ку – патшалăхран пулăшу килессе кĕтмелли шанчăк. Унсăр пуçне вырăнти хресчен (фермер) хуçалăхĕнче «КамАЗ» автомашинăпа ĕçлекен çирĕм иккĕри Григорий тата арăмĕ, ялти лавкка сутуçи, çамрăк специалистсен шутне кĕреççĕ. Мĕн пур вăя пухса çемье кăçал çĕнĕ пура мăкласа лартнă. Тăванĕсем патĕнче хĕсĕнсе кун кунламалли вăхăт нумай юлмарĕ. Иртнĕ уйăхра Никитинсене тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 400 пине яхăн субсиди уйăрнă.

– «Ялти социаллă пурнăçа 2012 çулччен аталантарасси» федераци программипе килĕшÿллĕн патшалăх ялти çамрăк çемьесемпе специалистсене нумай енчен хавхалантарать, – тет Шăмăршă район администрацийĕн ял хуçалăх тата строительство пайĕн тĕп специалисчĕ Е.В.Горбунова. – Вазановсемпе Никитинсене шăпах çав тивлет çитрĕ. Унсăрăн çĕнĕ пÿрте пурăнма куçмалли вăхăчĕ чылай кая юлĕччĕ.

Елена Васильевнăн списокĕнче – çамрăк специалистсен (вăтăр пиллĕкрен иртменнисен) 10 хушамачĕ: бухгалтерпа учитель, трактористпа осеменатор... Улттăшĕ çурт лартма, тăваттăшĕ хатĕр хваттер туянма палăртать. Ушкăн валли тĕллевсене пурнăçлама анчахрах 4,6 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çын е çемье 30 процентне тăкаклать, ыттине патшалăх саплаштарать.

Федераци программи тăрăх ялта тĕпленсе ĕçлекен граждансен, 35-рен иртнĕ çулланнă арçынсемпе хĕрарăмсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма та пулăшу чылай кирлĕ. Çак йĕркепе уйрăм çурт тума е туянма пĕлтĕр – ултă, виçĕм çул çичĕ çемье субсиди илнĕ. Кăçал экономикăри йывăрлăхсене пула кăтарту пĕчĕкрех. Çапах тăватă çын (Палтиелĕнчи Валиев учитель, Анат Чаткасран Козлова рабочи, Çĕнĕ Чукалтан Угарин склад заведующийĕ тата Шăмăршăран Хамдеев следователь) енчĕкне 1767830 тенкĕ е кашнине 400-шер пин ытла нухрат кĕнĕ. Кунта шайлаштару кăштах урăхларах, патшалăх тăкаксен 45 процентне хăй çине илет. Вулакан килĕшет пулĕ, ку – ял халăхĕшĕн тĕлĕнмелле пысăк тĕрев. Сакăр çулта тĕрлĕ программăпа Шăмăршă тăрăхĕнче сахалтан та 150 çемье хăтлă кĕтес тупнă. Ялăн социаллă пурнăçне аталантармалли çул-йĕр çамрăксене малашне те «симĕс çутă» парĕ. Çурт-йĕр лартас текенсем районта çав-çавах йышлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика