05 декабря 2009 г.
ЯЛ çынни килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тăрăшать. Ĕçчен çынсем Хайпăла ялĕнче те сахал мар. Вĕсен шутĕнче – Красновсен çемйи.
Кил хуçи – Анатолий Петрович – предприниматель, унăн мăшăрĕ те – Мария Николаевна – çак ĕçрех. Хăйсен ĕçне йĕркелесе янипе пĕрлех, выльăхсем те йышлă тытаççĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра пĕр ĕне, вăкăр, пăру усраççĕ. Сыснасем вара çичĕ пуç. Чăх-чĕппе хур-кăвакал та йышлă.
Хуçалăхра техника та çителĕклĕ. Çакна пула Красновсем кăçал та выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă.
– Выльăх усранин усси пурах, – теççĕ Красновсем. – Шел, аш-какайпа сĕт хакĕ çеç пĕчĕккĕ...