05 декабря 2009 г.
ПАТĂРЬЕЛ тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариатĕнче кĕрхи призыв ĕçĕ республикăри çар комиссариачĕн планĕпе килĕшÿллĕн тата чăрмавсăр пырать. Паянхи кун тĕлне пурĕ 106 çамрăка çар службине ăсатнă, çав шутран Шăмăршă районĕн каччисем – 37ĕн.
Повестка илнисем республикăри призыв пунктĕнчех – Канаш хулинче çар çи-пуçне тăхăнаççĕ. Вĕсене разнарядкăпа килĕшÿллĕн çар чаçĕсене ăсатса тăраççĕ. Çамрăксем службăра унчченхи пекех – пĕр çулталăк пулаççĕ.
Çар службинчен пăрăнса юлма пăхакансем палăрмаççĕ. Ку, паллах, савăнтарать.
Призывниксен юлашки ушкăнне декабрĕн 23-мĕшĕнче призыв пунктне ăсататпăр.