05 декабря 2009 г.
2009 ÇУЛХИ 9 уйăхра районти промышленноç предприятийĕсем пурĕ 14162 пин тенкĕлĕх е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 33,5 проц. нумайрах продукци туса кăларнă.
Уйрăммăн илсен, «Агросервис» ООО производство калăпăшне 119,9 проц., «Саид» ООО 148,2 проц., Улатăрти вăрман хуçалăхĕн Шăмăршăри уйрăмĕ 115,5 проц. ÿстернĕ. Çав вăхăтрах «Шемуршинсксельэнерго» ЗАО, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, производство калăпăшне 15,5 проц. чакарнă. Предприяти тимĕр-бетон кăшăлĕсене 40,8 проц. сахалрах туса кăларнă, электродвигательсем 33,8 проц. сахалрах юсанă.
9 уйăхра Л.Корчаковăн «Шăмăршă çăкăрĕ» пĕчĕк предприятийĕ 140,7 тонна çăкăр пĕçерсе сутнă.
Районта 46 пĕчĕк предприятипе 401 уйрăм предприниматель шутланса тăрать, вĕсенче 1875 çын вăй хурать. 9 уйăхра пĕчĕк предприятисем пурĕ 102,3 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă (ĕç тунă).
Кăçалхи 9 уйăхра районти мĕнпур категорири хуçалăхсем 2295,3 тонна аш, 13374 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш туса илесси 2,9 проц. ÿснĕ, сĕт туса илесси 4,4 проц. чакнă.
Районти мĕнпур категорири хуçалăхсем кăçал пурĕ 23,055 пин тонна тырă туса илнĕ, кашни гектартан ăна вăтамран 22,5 цетнер пухса кĕртнĕ.
2008 çулхипе танлаштарсан, кăçал çĕр улмине 19 процент нумайрах е 34,3 пин тонна туса илнĕ. Пахча-çимĕç пурĕ 2400 тонна пуçтарса кĕртнĕ.
2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, районти мĕнпур категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 3 проц., сыснасен йышĕ 11 проц., кайăк-кĕшĕк йышĕ 10 проц., сурăхсемпе качакасен йышĕ 3 проц. ÿснĕ.
«АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа районти 2224 хуçалăх пурĕ 327,96 миллион тенкĕ, çав шутра кăçалхи 9 уйăхра 303 хуçалăх 43,84 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ.
Кăçалхи 9 уйăхра строительствăра тĕрлĕ çăл куçсенчен килнĕ 98,112 миллион тенкĕ укçана ĕçе кĕртнĕ, Шăмăршăри тĕп больницăн хирурги уйрăмне реконструкцилесе, поликлиникăпа терапи уйрăмĕ тума 54,197 миллион тенкĕ, Шăмăршăри Ленин урамĕнче 3 хутлă, 24 хваттерлĕ çурт тума 23,998 миллион тенкĕ, Шоссейная урамра 3 хутлă, 12 хваттерлĕ çурт тума 19,917 миллион тенкĕ уйăрнă.
Январь-сентябрь уйăхĕсенче 8796 тăваткал метр лаптăк чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, 1,02 километр çул тунă тата 3,8 километр çула юсанă.