05 декабря 2009 г.
ВЕТЕРАНСЕН районти Совечĕн кăçалхи сентябрьте иртнĕ пленумĕнче Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илес тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттермелли пирки те пычĕ калаçу.
Пурнăç кустăрми малаллах çаврăнать. Питĕ шел, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем паянхи кун тĕлне питĕ сахалăн – пурĕ те 42ĕн кăна юлчĕç. Вăрçăра пуç хунă салтаксен арăмĕсемпе тыл ветеранĕсем – 1216ăн. Çак çынсем – чăннипех те мухтава тивĕçлĕ ветерансем.
Тыл ĕçченĕсем хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. «Пĕтĕмпех фронт валли, йăлтах Аслă Çĕнтерÿшĕн!» лозунг вĕсемшĕн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче те тăрăшса ĕçленĕ вĕсем. Салтак арăмĕсенчен, тыл ветеранĕсенчен чылайăшĕ «Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» медале, юбилей медалĕсене, ытти сумлă наградăсене тивĕçнĕ. Çак çынсем халĕ ватăлнă ĕнтĕ, сывлăхĕсем те хавшанă.
Килес çул фашистла Германие çĕнтернĕренпе 65 çул çитет. Çак çĕнтерĕвĕн пĕлтерĕшĕ, паллах, калама çук пысăк. Ачасене, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене активлăрах явăçтарма тăрăшмалла. Вĕсем шкулсенчи, культура учрежденийĕсенчи тĕл пулусенче ачасене, çамрăксене салтаксемпе офицерсен фронтри паттăрлăхĕ, ял ĕçченĕсен тылри хастарлăхĕ çинчен чуна хумхантарса каласа пама пултараççĕ. Аслă ăрури çынсем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр Тăван çĕршыва хăюллăн хÿтĕленине, выçăллă-тутăллă ĕçлесе фронта тырă ăсатса тăнине çамрăксен пĕлмеллех. Çакнашкал тĕл пулусене ял поселенийĕсен çамрăксен канашĕсен йĕркелемелле. Акă, «Ял çамрăкĕ – Чăваш Ен тĕрекĕ» конкурсра Васан ял поселенийĕн çамрăксен канашĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Конкурсра çĕнтерме, паллах, ветерансемпе тачă çыхăну йĕркелени те сисĕмлĕ пулăшу панă. Кунта уйрăмах вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕн Н.Г.Павловăн активлăхне палăртмалла. Николай Герасимович хăйне чĕннĕ пĕр тĕл пулуран та пăрăнмасть, ачасене, çамрăксене тĕрлĕ енлĕ воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать. Хăйĕн район хаçатĕнче пичетленекен статйисенче те çамрăксене тата ашшĕ-амăшĕсене паха сĕнÿсемпе ырă канашсем нумай парать вăл.
Кашни ял поселени территорийĕнчех вĕри чунлă, хастар, çитменлĕхсемпе килĕшсе тăман, çĕршыв тата çамрăксен пуласлăхĕшĕн тăрăшакан ветерансем сахал мар. Вĕсен активлăхне ÿстерессишĕн çамрăксен канашĕсен çине тăрса ĕçлемелле.