05 декабря 2009 г.
«АЛКОГОЛЬПЕ усă курассине тĕрĕслесе тăрассине, алкоголизмран тата ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесрен сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнасси çинчен» Указа пурнăçласа районта сахал мар ĕçсем туса ирттеретпĕр. Час-часах ĕç коллективĕсенче, шкулсенче пулса эрех сиенĕ пирки тухса калаçатпăр. Çапах та ĕçкĕçсем тупăнсах пыраççĕ. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те çак «хура» списока кĕреççĕ. Çамрăксем хушшинче те йышлăн вĕсем.
«Пырна пула пуçна çийĕн», – тенĕ ваттисем. Алкоголизм, пирус туртнипе наркомани пекех, этеме малтанлăха ырă самантсемпе илĕртсе, улталаса унăн организмне наркăмăшлантарать, сывлăхне хавшатать. Аллисем чĕтрекен, куçĕсем тăртаннă, ура çинче аран-аран тăракан арçынсемпе хĕрарăмсене курсан чун çÿçенсе каять. Хăшĕсем: «Ыйхă килмест: куçа темĕнле хăрушă сăнсем курăнаççĕ, пуç ыратать...» – теççĕ. Çапах та çак сăлтавсем эрехе пула канăç паманнине пĕрре те шухăшламаççĕ. Ĕçке ернĕ çынсем урăхла сăлтавсем тупма, суйма юратаççĕ.
Вăраха кайнă алкоголизм чирĕпе асапланакансене черккесĕр пуçне нимĕн те интереслентермест. Вĕсен хушшинче час-часах хирĕçÿ-харкашусем пуçланнăран ĕç-пуç тепĕр чухне хăрушă та вĕçленет. Пĕри вăхăтсăр пурнăçран уйрăлать, тепри ĕмĕрлĕхех сусăрланса юлать. Çул çинче аварисем çулран-çул ытларах пулнин сăлтавĕ те – черккере.
Юлашки çулсенче ĕçкĕçсем эрех вырăнне тĕрлĕ спирт хутăшĕсемпе усă кураççĕ. Çак сиенлĕ шĕвексем çыннăн сывлăхне хавшатаççĕ. Районта ку енĕпе çын вилнĕ тĕслĕхсем те пулчĕç.
Тăтăшах алкогольлĕ суррогатсем, эрех-сăра ĕçекенсен пÿри, чĕри, пĕверĕ, хырăмлăхĕ юрăхсăра тухаççĕ. Сывлăх пĕтсен темле эмелпе те сипленеймĕн. Çавăнпа та паянах черккене аякка тĕртмелле. Çутă, пĕрре килекен пурнăçа илемлĕ пурăнса ирттернинчен ырри нимĕн те çук.