Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьере ĕç хисепре

09 декабря 2009 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Захаровсен пысăк çемйи – ялти туслă та ĕçчен çемьесенчен пĕри. Юрий Ивановичпа Нарспи Валерьяновна 5 ача ÿстереççĕ. Вĕсем кулленхи йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ. Захаровсен çемйинче ĕç тĕп вырăн йышăнать. Кил хуçи те, унăн арăмĕ те ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Кил картинче – ĕне, вăкăрпа сыснасем, йышлă хур-кăвакалпа чăх-чĕп. Сыснасемпе вăкăр самăртса сутни çемье бюджетне ÿстерме, пурнăçа саплаштарса пыма май парать. Ĕне тытни пысăк çемье сĕтелне сĕт-турăхпа, хăйма-тăпăрчпа пуянлатать. Выльăхсене пăхма, тислĕк тасатма ачисем те пулăшаççĕ.

Кил хуçалăхĕнче ГАЗ-52 автомашина та пур. Вăл выльăх çимипе тивĕçтерессинче сисĕмлĕ пулăшу кÿрет. Ял çыннисем ыйтсан, Юрий Иванович вĕсене те утă-улăм, вутă-шанкă кÿрсе парать.

Нарспи Валерьяновна чăлха-нуски çыхма, илемлĕ тĕрĕсем тĕрлеме те ăста. Алăсталăх ĕçĕсене хăйĕн хĕрачисене те хăнăхтарать вăл.

Çемьери ачасенчен асли – Сергей – 16 çулта. Анжела – 9 класра, Татьяна 6 класра вĕренеççĕ. Лилия – виççĕре, Саша - 9 уйăхра. Аслăраххисем пĕчĕккисене пăхма, тумлантарма пулăшаççĕ. Пĕр-пĕрне пулăшма, туслăха упрама, ĕçлеме ашшĕпе амăшĕ хăйсен ачисене пĕчĕкренех вĕрентсе пыраççĕ. Ачасен шкулти вĕренĕвне те тимлĕхре тытаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика