09 декабря 2009 г.
ВИÇПŸРТ ШĂМĂРШĂ ялне пырса кĕрсен, «Шура аппа ăçтарах пурăнать-ши?» – тесе ыйтсан, тÿрех ял вĕçнерех вырнаçнă симĕспе сăрланă тĕреклĕ çурт енне кăтартса ярĕç. Чăнах та, ялта пĕрре кăна вăл, Шура ятлă хĕрарăм – манăн юратнă аннем. Çÿллех мар вăл, кăшт хытканрах кĕлеткеллĕ, илемлĕ пит-куçлăскер.
Кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса, хĕр пулса ÿснĕ Шура. Ялтах куç хывакансем те, пĕрремĕш юрату та пулнă пуль, анчах та Турă çырнине Виçпÿрт Шăмăршăра тупнă çамрăк Шура. Ун чух ун каччи, Мулендеев Валерий, Шăмăршă вăрман хуçалăхĕнче водитель пулса, Нăрваш Шăхалĕн сар хĕрĕ турат иртекен пулса ĕçленĕ. Çапла вара шăпа Шурапа Валерие Виçпÿрт Шăмăршăра çемьеленсе, тĕпленсе пурăнма çырнă.
1966 çулта Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче темиçе киле кĕрсе тухса туй кĕрлет: Мулендеев Валерипе Андреева Александра пĕр çемье çавăраççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялта çапларах йăла пулнă: чăваш тумне тăхăннă çĕнĕ кин (çын) кăкăрĕ çине булавка тирнĕ. Кăкăр тулли булавкăллă çĕнĕ çынна туй халăхĕ килĕштернине пĕлтернĕ. Мĕн чухлĕ нумай – çавăн чухлĕ çыннăн кăмăлне кайнине пĕлтернĕ. 5 ача ÿстерсе, ура çине тăратнă телейлĕ мăшăр. Шел, 20 çул каяллах, 1989 çулта атте ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Хуçса хăварчĕ пысăк çухату çамрăк хĕрарăма, анчах пуçне усмарĕ, шăлне çыртрĕ анне. Вара çемье лавне икĕ çыншăн аннемĕр пĕчченех туртма тытăнчĕ. Виçĕ хĕрне аслă пĕлÿ илме пулăшрĕ, туй тусах качча пачĕ. Икĕ ывăлне Совет Çарне ăсатса кĕтсе илчĕ аннеçĕм. Çурт-йĕрĕ, хуралтă-хапхи мăшăрлă çынран пĕрре те кая ан пултăр тесе тăрмашрĕ анне. Выльăх-чĕрлĕхне те – икшер ĕне, карта тулли сурăх, сысна, чăх-чĕп, хурсем – усрама тăрăшрĕ. Пус çумне пус хушса, икĕ алă вăйĕпех пурнăç çулĕпе малаллах талпăнчĕ çирĕп кăмăллă хĕрарăм. 20 çул хушши тăлăх арăм пулсан та, çамрăклах савнă мăшăрĕнчен юлсан та, усал ят çыпçăнмарĕ илемлĕ хĕрарăм – пирĕн анне çумне. Йăпанăçне, юратăвне ачисенче, ĕçре, йыхравланă хăнасенче тупма пултарчĕ пуль анне. 15 çул Виçпÿрт Шăмăршăран район центрне çăкăр пĕçерме çÿрерĕ аннемĕр, пенсие те унтанах тухрĕ. Çук, килте лармарĕ пенсионерка, тепĕр 10 çул ытла вара «Победа» колхозра тĕрлĕ ĕçсене çÿрерĕ кашни кунах.
Анне ĕçлеме пĕлмен ĕç çук пуль: çĕлет, арлать, çăм кофта-нуски çыхать. Хăна-вĕрлесенче те пирĕн анне пек юрă-ташă ăсти çук пуль: мĕн тĕрлĕ юрă шăратать хăйĕн уçă сассипе. Чĕлхи те чĕкеçĕнни пекех: пур çын валли те тĕрĕс, çав вăхăтрах ăшă, çепĕç сăмах тупма пĕлет аннемĕр.
Те хамăр та тахçанах аннесем пулнипе, те урăх сăлтавпа, çулсем иртсе пынăçемĕн анне хаклăрах, тата та çывăхрах пулса пырать. Тен, эпир ăна хытă юратнипе, савнипе;
Çуралнă куну та, Аннесен уявĕ те иртсе кайрĕç, аннеçĕм. Эсĕ пур чух, пирĕнпе юнашар чух яланах, кашни кунах уяв пек пирĕншĕн, аннемĕр. Нумай пурăн. Ырлăх, лăпкă, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунатпăр эпир, санăн ачусем, кĕрĕвÿсем, мăнукусем.
Тавах аннем, çуратнăшăн,
Лăпка-лăпка юратнăшăн,
Юратнăшăн, лăпканăшăн,
Мăшăр çунат пилленĕшĕн.