Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлтăр» ячĕ – МАРИЯ

12 декабря 2009 г.

АСЛĂ классенче вĕренекенсем валли йĕркеленĕ районти олимпиадăсем вĕçленчĕç. Вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литературине, чăваш чĕлхипе литературине, биологие, зоологие, историпе правăна начар мар пĕлнине кăтартса панă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, математика тата физика предмечĕсемпе те призерсем ытларах. Çав вăхăтрах экономика тата хими предмечĕсемпе вăйсăртараххи палăрнă.

Чи лайăх кăтартусем – Пăчăрлă Пашьелпе Палтиел вăтам шкулĕсен. Çак шкулсенчи 17-шер вĕренекен çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăнă. Анат Чаткасри тĕп шкул кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ.

Шăмăршăри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Анна Ефимова ултă олимпиадăра, çак шкулăн 11 тата 10 класĕсенче вĕренекен Алсу Басыровапа Юлиана Ендиерова пилĕк олимпиадăра призер пулса тăнă. 11 класри Екатерина Муромцевапа 9 класри Мария Дмитриеван та – тăватшар Грамота. Палтиелĕнчи вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Венера Габитовапа Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулăн 10 класĕнче вĕренекен Марина Улюкина виçĕ олимпиадăра та пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çапах та тĕп сенсаци тесе Виçпÿрт Шăмăршăри тĕп шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Мария Семенован çитĕнĕвне хаклама пулать. Маша хăйĕнчен аслăраххисемпе ăмăртса виçĕ олимпиадăна хутшăннă, иккĕшĕнче иккĕмĕш тата пĕринче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Маша спортра та хастар, юрлама-ташлама та, ăста. Çитес çул Мария Семенован çитĕнĕвĕсем тата та пысăкрах пуласса кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика