12 декабря 2009 г.
«СИНЕЛЕВСЕМ – ĕçчен çынсем», – тет чĕрĕк ĕмĕр ытла «Восход» колхоз председателĕнче ĕçленĕ М.Н.Ухваркин. Михаил Николаевич чăн малтан Сергей Васильевичпа Искра Федоровнана ырласа асăнчĕ. Сергей Васильевич нумай çул хушши механизаторта ĕçлесе районĕпех чапа тухнă, «Хисеп Палли» орденпа ВДНХ наградисене илме тивĕç пулнă.
Искра Федоровна ĕмĕрĕ тăршшĕпех уй-хир бригадинче вăй хунă. Ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланипе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Искра Федоровнана та колхозра лайăх ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесемпе чысланă.
Виçĕ ача çуратса ÿстернĕ Сергей Васильевичпа Искра Федоровна Синелевсем, пурне те çунат парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Декабрĕн 15-мĕшĕнче Искра Федоровна Синелева 70 çул тултарать. Çак ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, кÿрши-аршисемпе колхозра пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.