Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул пуçламăшĕ

12 декабря 2009 г.

ПУРНАН пурнăçра кашни çыннăнах асра юлнă самантсем пур. Пирĕн шутпа, нумайăшĕн асĕнче чи малтанхи хут шкула кайни, чи малтанхи сас палли, чи малтан – «анне», «çĕршыв», «мир» сăмахсем çырни ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ. Паллах, çын пурнăçĕнчи аслă çул пуçламăшĕ – ялти тăван шкул. Мĕншĕн пуçларăмăр-ха хамăр сăмахăмăра шкултан; Кирек мĕнле юхан шыв та пĕчĕк çăл куçран пуçланать. Çавăн пекех кирек мĕнле çыннăн та асра юлакан тапхăрĕ тăван шкултан тытăнать.Паянхи калаçу та шăпах Ярăслав ялĕнчи пуçламăш шкул уçăлнăранпа 100 çул çитнĕ май хускалчĕ.

Истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, шăпах 100 çул каялла – 1909 çулхи раштав уйăхĕнче вăрман хĕрринчи Ярăслав ялĕнче пуçламăш шкул уçăлнă. Пирĕн алă айĕнче хăй вăхăтĕнче Ярăславри пуçламăш шкулăн чи малтанхи вĕренекенĕ пулнă, 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче çуралнă Иван Владимирович Фоминăн аса илĕвĕ пур. Акă мĕнле çырса хăварнă вăл ялти шкул уçăлни çинчен: «... Эпĕ астăвасса, Ярăслав ялĕнче пĕтĕмпе те 3-4 çын кăна вулама-çырма пĕлетчĕç. Ялта шкул пулманнине кура, малараххисем Палтиеле, унтан Васана вĕренме çÿренĕ. Эпир вара, 1908 çулта хамăр ялта шкул уçăлсан, чи пирвайхи вĕренекенсем пултăмăр. Малтанласа 80 ача шкула çÿреме пуçларăмăр. Анчах та темиçе эрне пек вĕренсен, хĕл варринче пирĕн учитель пач! çухалчĕ. Вара шкул хупăнчĕ те малалла вĕренесси пулмарĕ çав çул. Каярахпа сас-хура çÿрерĕ, пирĕн учитель революционерсен майлă пулнă-мĕн, çавăнпа ăна никама систермесĕр тытса кайнă. Çакна та ас тăватăп: хăшпĕр уроксенче пирĕн учитель Тайăр Тимккин чăвашла çырнă хăшпĕр сăввисене вуласа паратчĕ.

Тепĕр çул, 1909 çулхи раштав уйăхĕнче тин çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Ку хутĕнче шкулта вĕрентме Йĕпреç тăрăхĕнчи Вырăс Тимеш çынни Владимир Приюшев килчĕ. Вăл пире икĕ çул вĕрентрĕ те, хăйсен ялне куçса кайрĕ. Виççĕмĕшĕ класра пире Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Каша хĕрĕ Перасковья Кузьминична Кузьмина вĕрентме пуçларĕ. Вăл, 1888 çулта çуралнăскер, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи хĕрарăмсен училищинчен 1907 çулта вĕренсе тухнă пулнă. 1912 çулта, вăрман хĕрринче ларакан пысăках мар виçĕ çурта (унта унччен хĕрарăмсен тĕн общини пулнă) куçарса лартса шкул çурчĕ туса хучĕç. Çапла вара, эпир 1913 çулта тăватă класс пĕтерсе ялти шкултан пĕтĕмпе 19 ача вĕренсе тухрăмăр. Шкулта лайăх вĕренсе çирĕп пĕлÿ илнĕ 3 ачана, вăл шутра мана та, Шăмăршă чиркĕвĕн пупĕ «Евангели» кĕнеке парса чыс турĕ. 1914 çулта, пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан, пирĕнпе пĕрле вĕренсе тухнисенчен хăшне-пĕрне вăрçа илчĕç. Пĕр класра вĕреннĕ пулин те, вĕсем çулпа пиртен чылай аслăччĕ.»

П.К.Кузьмина учительницв хыççăн Ярăславри икĕ класлă шкулта ĕçлеме Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи учительсем хатĕрлекен курса пĕтернĕ Васан хĕрĕ Анна Александровна Александрова килет. Вăл кунта 1919 çулччен вĕрентнĕ Ярăслав ачисене. Çак çулăн сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара ăна Мускава, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен инструкторсен курсне вĕренме яраççĕ. Ун вырăнне, вăхăтлăха, ялти шкула ĕçлеме Клавдия Емельянова учительница килет. Çав вăхăтрах, тепĕр класпа ĕçлеме Патăрьел тăрăхĕнчи Çĕнĕ Катек ялĕнчен Иван Никонорович Никифоров учителе куçараççĕ. Каярахпа Ярăславри шкулта ĕçлеме Григорий Александровпа Ефрем Гаврилов учительсем килеççĕ, вĕсем ку шкулта 1930 çулчченех пĕлÿ параççĕ.

1930-1932 çулсенче ялти шкулта М.Р.Райков учитель ĕçленĕ. Вăл Хурăнвар ялĕнче çуралса ÿснĕскер, Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтернĕ. Вĕсем, 1930 çулта çемйипех Ярăслава пурăнма куçсан, мăшăрĕпе Клавдия Ивановнапа ял ачисене пуçламăш пĕлÿ парас енĕпе тăрăшаççĕ. Михаил Семенович Райков, шкулта ачасене вĕрентнĕ хушăрах, ялти чи хастар активистсенчен пĕри те пулнă. Ярăславсем Федор Никонович Урмаев (Васанти шкул учителĕ), А.И.Куропаткин, Н.И.Мулгачев (комсомол ячейкин секретарĕ), А.К.Ефимов, П.Н.Урмаев, Н.З.Чернов комсомолецсемпе пĕрле ялта агитаципе культура ĕçне йĕркелесе-ертсе пынă. Ярăславри «Ĕç Хĕлхемĕ» колхозăн ĕне фермине йĕркелесе яракансенчен пĕри Райков учитель пулнă. Вăл хăйĕн сăвакан икĕ ĕнинчен пĕрне чи малтан колхоза панă, колхоз утарне те Михаил Семенович хăйĕн вĕлле хурт çемйисене парнелесе йĕркеленĕ.

1932 çулта М.С.Райков çемйипех Асанкасси ялне ĕçлеме куçать. Апла пулин те, Ярăславсем Михаил Семенович учителе паян кунчченех ырăпа çеç аса илеççĕ.

Райковсем хыççăн ялти шкулта пĕр хушă Дмитриев хушаматлă учитель ĕçленĕ. Вăл куçса кайсан, Ярăславри пуçламăш шкулта 1934 çулта Васан çынни Федор Леонтьевич Николаев учитель вĕрентме пуçлать.

Иртнĕ ĕмĕрхи 30-мĕш çулсен вĕçĕнче ялти пуçламăш шкулта çавăн пекех Алексей Николаевич Сергеев (Палтиел) мĕн салтака кайичченех ĕçленĕ. Каярахпа çамрăк учительсем – Клавдия Андреевна Мордвинова (Ярăслав), Клавдия Филипповна Юманова (Васан), Евгения Ивановна Морозова (Палтиел), Лидия Михайловна Морозова (Хайпăла), Лидия Афанасьевна Игнатьева (Хайпăла), Юлия Павловна Фомина (Патирек), Иван Александрович Фролов (Виçпÿрт Шăмăршă), Иван Александрович Миначев (Палтиел) вăй хунă. Асăннă учительсенчен нумайăшĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, ачасене пуçламăш пĕлÿ парас ĕçре тăрăшнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче ялти шкул çурчĕ пĕтĕмпех кивелсе çитнĕччĕ, çавна май 1990 çулта ял варринчи клуб çумĕнче 4 класлă шкул çурчĕ туса лартрĕç. Çак тапхăрта Ярăславри пуçламăш шкулта Агафия Петровна Васильева (Васан), Людмила Николаевна Савельева (Чаткас), Татьяна Сергеевна Ильина (Ярăслав), Дария Алексеевна Смаева (Васан), Галина Михайловна Мульдиярова (Виçпÿрт Шăмăршă), Роза Ивановна Тимофеева (Канаш районĕ), Нина Трофимовна Герасимова (Патăрьел районĕ) учительсемпе воспитательсем ĕçленĕ. Юлашки 18-20 çул хушши вара шкулта пĕр улшăнмасăр РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Ираида Алексеевна Мордвинова-Старая (Васан), Наталия Васильевна Бахмисова (Патăрьел районĕ) учительсем, Альбина Валерьяновна Терентьева-Прокопьева (Васан) воспитатель вăй хунă.

Анчах та самана саккăрлăхĕ ялти шкула та пырса сĕртĕнчĕ. 2006-2007-мĕш вĕренÿ çулĕнчи хĕллехи каникул хыççăн Ярăславри пуçламăш пĕлÿ паракан шкул та хупăнчĕ, ял ачисем Васанти вăтам шкулта вĕренме пуçларĕç. Ялти шкула хупнин сăлтавĕсене тĕрлĕрен хаклама пулать-тĕр. Ку вăл урăх сăмах, урăх ыйту. Тен, хальхи вăхăтра ĕçлемен шкул çинчен сăмах хускатма та кирлех марччĕ. Апла-и, капла-и, хăй вăхăтĕнче ялти пуçламăш шкул çынсемшĕн çул пуçламăшĕ пулнă, вĕсене пĕлÿ тĕнчине «çавăтса» кĕнĕ, çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕ пулма пилленĕ тата вĕрентнĕ шкул тесе çирĕппĕнех калас килет. Унта ĕçленĕ учительсем чăннипех те пысăк чыса, ырă ята тивĕçлĕ. Ял халăхĕ ячĕпе вĕрентекенсене чунтан-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем калас килет.

Епле пулсан та, Ярăславри пуçламăш шкул çĕр çула яхăнхи тапхăрта паллă йĕр хăварнă. Ялти пуçламăш шкулта малтанхи пĕлÿ илнĕ выпускниксенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук пулин те, вĕсем ял, район, республика, çавăн пекех Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен тивĕçлĕ вырăнне тупнă. Ярăславра пурнăç çулне пуçланă çынсем хушшинче чыс-хисепе тивĕçнĕ ентешсем çĕршерĕн. Чи паллăраххисемпе кăна паллаштаратпăр: ялта чи малтан аслă пĕлÿ илнĕ, 1929 çулта Самарти тĕш-тырă культурисен институтĕнчен вĕренсе тухнă Василий Викторович Морозов та, Патăрьелĕнчи педучилище директорĕ тата Канашри педучилище преподавателĕ пулнă Федор Никонович Урмаев та, Челябинскри авиаконструктор бюровĕнче ĕçленĕ Иван Захарович Чернов конструктор та, Хусанти медицина институтĕнче ĕçленĕ вăрçă ветеранĕ Евгения Яковлевна Маслова та, Мускаври пĕр пысăк космос завочĕн тĕп инженерĕ Владимир Фролов тата ытти вуншар паллă ентешсем Ярăславран тухнă.

Çавăн пекех Ярăслав ялĕнчен тухнă паллă çынсем хушшинче ĕçпе вăрçă ветеранĕсем, орден-медаль кавалерĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, партипе совет органĕсен работникĕсем вуншарăн. Акă, Гаврил Митрофанов композитор, Михаил Фомин парти работникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕсем Юрий Фроловпа Михаил Ильин, республикипе паллă Николай Морозов радиожурналист, Мускаври «Виртуозы Москвы» ансамбльте ĕçленĕ Петр Морозовпа Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Куропаткина, Тверь облаçĕнчи пĕр район администраци пуçлăхĕ Константин Ильин, Николай Чернов, Владимир Морозовпа Алексей Петров подполковниксем, вуншар учительпе медицина работникĕн пурнăç çулĕ ялти пуçламăш шкултан пуçланнă.

Тулли мар шыравсем тăрăх, тĕрлĕ çулсенче Ярăславра пуçламăш пĕлÿ илнĕ çынсенчен 82-шĕ аслă пĕлÿ тата çĕре яхăн çын тĕрлĕ техникумсемпе училищĕсенчен вĕренсе тухса дипломсем илнĕ. Вĕсем пурте пурнăç çулне ял шкулĕнчи парта хушшинче пуçланă, кашни ирех сумка йăтса ял варринче ларакан тăван шкула савăнса васканă. Апла пулсан пĕчĕк шкулăн пуян историне манăçа кăларас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика