16 декабря 2009 г.
РЕСПУБЛИКĂРА пирвайхи врач практикин офисĕсем уçăлсан, иккĕленÿ те пулман мар: хăйсене тÿрре кăларайĕç-ши вĕсем; Теорипе практика пур чухне те пĕр пек килĕшсе тăмаççĕ çав. Пирĕн районтах, акă, çичĕ çул каялла офис тухтăрĕсем валли хулари пек хăтлă çуртсем туса пачĕç. Йăлтах шута илнĕ темелле, анчах...
Анат Чаткас ялĕнче тухтăр вăрах тытăнса тăраймарĕ. Халĕ, тăваттăмĕш çул ĕнтĕ, кунта Шăмăршăран Нина Ильина тухтăр килсе çÿрет. Анчах та çак хушăра офис пушă ларать, чирлисене пулăшу паракан çук тесе ан шутлăр. Виçĕ медицина ĕçченĕ кунта: фельдшерпа медсестрасем талăкĕпех дежурствăра. Тухтăр кирлĕ пулсан, вĕсем пĕр тăхтамасăр Нина Дмитриевна патне шăнкăравлаççĕ. Офисăн хăйĕн машина пур. Çакă йывăр чирлесе ÿкнисене çийĕнчех районти тĕп больницăна леçме май парать.
Н.Ильина эрнере икĕ хутчен автобуспа Анат Чаткаса килет, тÿрех ĕçе пуçăнать, пациентсене йышăнма тытăнать. Кунти çынсене лайăх пĕлет вăл, хăйне те халăх хисеплет.
Ирхине офисра чирлисене йышăнаççĕ, кăнтăрла хыççăн вара пациентсем патне килĕсене çитеççĕ, кунти кăнтăрлахи стационарта выртакансене сиплеççĕ. Паллах, ĕçĕ сахал мар, уйрăмах – эпидеми вăхăтĕнче. Офисра тăрăшакансем хăйсемех ачасене те тĕрлĕрен прививкăсем тăваççĕ.
Ял халăхĕ тухтăрсем патне кайса çÿресшĕнех мар: кун иртсе каять вĕт, ăçта пыратăн – унта черет. Çакна шута илсех ĕнтĕ Нина Дмитриевна офиса районти тĕп больница специалисчĕсене илсе килме тăрăшать. Вĕсем пурне те хаваспах пулăшаççĕ, тивĕçлĕ пулăшу, канаш-консультаци параççĕ, кирлех пулсан килĕсене те каяççĕ – чирлисем хушшинче тухса çÿрейменнисем те çук мар. Тухтăрсем çапла ĕçленине хула çыннисем те ăмсаннă пулĕччĕç.
Ачасене уйрăмах пысăк тимлĕхре тытаççĕ кунта. Пурте медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ, ачасемпе амăшĕсене офис машинипе районти тĕп больницăна илсе килеççĕ. Вĕсемшĕн унта нимĕнле черет те çук.
Ял çыннисене аптека çукки çеç пăшăрхантарать. Енчен тухтăрсем вăл е ку эмеле çырса парсан, ăна туянма ирĕксĕрех Шăмăршăна çити каяс пулать. Офис çумĕнче аптека уçма вара ятарлă лицензи кирлĕ иккен. Пыра-киле ку ыйту татăласса та шанаççĕ çынсем.
Тухтăра пулăшакан Роза Матвеева медицинăра 32 çул ĕçлет. Хăех капельница лартать вăл, укол тăвать, тухтăр çук чухне чирлисем патне килĕсене те çитет. Мĕнле-тĕр иккĕленÿ е йывăрлăх тухса тăрсан, çийĕнчех Н.Ильина патне шăнкăравлать, унран канаш ыйтать. Тĕрĕссипе çапла пулмалла та: тухтăр сиплев курсне палăртать, медицина сестри процедурăсене пурнăçлать. Офисра массаж, физиотерапи курсĕсене ирттерме, тĕрлĕрен анализсем пама пулать. Акă, нумаях пулмасть офиса пĕр хĕрарăм килнĕ, юн пусăмне чакармалли эмел тупса пама ыйтнă. Ун сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн тухтăрăн рецепт мар, больничнăй çырса пама тивнĕ.
Роза Михайловна каланă тăрăх, ялта гипертонипе аптăракансем йышлă иккен. Хăшĕсем эмелсене ĕçесшĕнех мар – ирĕксĕрех ÿкĕтлеме, хистеме тивет. Чир йывăрлансан çеç вĕсем капельница ларттарма та, укол тутарма та хирĕç мар. Теприсем вара таблеткăсене хими вырăнне çеç хураççĕ. Медиксен сĕнĕвне шута илменни кайран шăпах инсульт е инфаркт патне илсе пырать те ĕнтĕ.
Инсульт тенĕрен, телее, ялта кăçал кун пек тĕслĕх пулман. Çакă офисра тăрăшакансен тимлĕхĕнчен те нумай килет.
Офис тухтăрĕ валли ятарласа туса лартнă çурта нумай ачаллă медицина сестрине панă. Тен, çак килти ачасенчен хăшĕ те пулин ÿссен тухтăр пулĕ, ĕçлеме ялтах юлĕ?