16 декабря 2009 г.
ХУШМА диспансеризаци – халăх сывлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Планпа килĕшÿллĕн, кăçал тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан 293 çынна медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармаллаччĕ.
Май уйăхĕнче пуçланнă хушма диспансеризаци çине ветстанци, БТИ, «Нектар» ООО, районти хаçат редакцийĕн коллективĕсем уйрăмах яваплăхпа пăхнине палăртса хăварас килет. Асăннă ĕç коллективĕсем медицина тĕрĕслевĕ витĕр кĕске вăхăтра, графикпа килĕшÿллĕн тухрĕç. Питĕ шел, çав вăхăтрах хăш-пĕр коллективсем çак ĕçе питĕ вăраха тăсса ячĕç, палăртнă графика пăхăнмарĕç.
Тÿрех каламалла: хушма диспансеризацие халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса йĕркелеççĕ. Раççей Федерацийĕн «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, медицинăн çакнашкал тĕрĕслевне тÿлевсĕрех ирттереççĕ.
Ку мероприятин усси пысăк. Хăш-пĕр çынсен вăраха кайнă чирсем те палăрчĕç. Вĕсенчен кашнинех сиплев курсне çырса панă. Кунсăр пуçне, чир пуçланас хăрушлăх пур çынсене те тупса палăртнă. Паллах, вĕсем кун пирки пĕлмен те. Çак ушкăнри çынсем тĕлĕшпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Вĕсене сиплеме чылай çăмăлрах – хăйĕн аталанăвĕн пуçламăш тапхăрĕнче чир çăмăллăн парăнать. Вăраха кайнă чиртен сыватма вара чылай йывăртарах. Тĕрĕссипе каласан, ăна тĕппипех сиплеме те май çук. Асăннă ушкăнсенчи çынсен çур çултан тĕрĕслеве килмелле.
Сăмахăма вĕçленĕ май, çакна калас килет. Хушма диспансеризаци çине яваплăхпа пăхмалла. Пур граждансен те – ĕçлеççĕ-и вĕсем е вăхăтлăха яланхи ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă, пенсионерсем-и – çулталăкра пĕр хутчен медицина тĕрĕслевĕнче пулма тăрăшмалла. Кун пек чухне вăраха кайнă чирсем те сахалтарах пулĕччĕç. Пирĕн сывлăх – хамăр алăра.