16 декабря 2009 г.
ТЕРРОРИЗМ çулне пÿлмелли чи шанчăклă меслет – пирĕн кулленхи тимлĕх. Йĕри-тавралăхра çеç мар, кашни çыннăнах хăй пурăнакан картишре, подъездра, ытти обществăлла вырăнсенче те яланхи тимлĕхе çухатмалла мар. Такама шанманни мар ку, пачах урăхла – пулма пултаракан террорла ĕçсене маларах пÿлме пулăшни. Çавна май хамăр енчен те хăш-пĕр сĕнÿсемпе канашсем парас килет. Вĕсем никамшăн та сиенлĕ пулмĕç тесе шутлатпăр.
Террорла актсенчен асăрханас тесен:
– путвалсене анмалли, мачча çине хăпармалли алăксене яланах питĕрсе тытмалла, вĕсене çăрапа питĕрĕнекен тимĕр решеткесемпе картламалла, пăхса, тĕрĕслесех тăмаллă;
– çынсем пурăнакан вырăнта дежурство йĕркелемелле, ялсенче каçхи хурал ĕçне вăйлатмалла;
– питĕрнĕ çăрасене тата пичетлесе илнĕ алăксене тĕрĕслеме ятарлă дружинăсем йĕркелемелле;
– палламан автомашинăсемпе ют çынсене асăрхасанах тимлĕхе пушшех ÿстермелле;
– путвалсене е ытти çĕре пушатакан михĕсенче, ещĕксемпе курупкасенче мĕнле япаласем пулнипе интересленни те ытлашши мар.
Террорла акт пулас хăрушлăх тухса тăрсан:
– çакăн çинчен халăха пĕлтермелли хатĕрсене васкавлăн тĕрĕслемелле;
– халăха пулма пултаракан хăрушлăх пирки пĕлтермелле;
– автомашинăсем тăракан вырăнта иккĕлентерекен, паллă мар, ют транспорт пуррипе çуккине тĕрĕслемелле;
– çынсене инкекрен эвакуацилемелли плансене тĕрĕслемелле;
– çÿп-çап тăкмалли контейнерсене çуртсен çывăхĕнчен аяккалла куçармалла;
– предприятисемпе организацисенче, нумай хваттерлĕ çуртсенче хушма хурал йĕркелемелле.
Террорла акт пулсан:
– çакăн çинчен çийĕнчех МВД, ФСБ, МЧС территори уйрăмĕсен дежурнăй службине пĕлтермелле;
– инкек тÿсекенсене çăлассине, пĕрремĕш пулăшу парассине йĕркелемелле;
– инкек пулнă вырăна ют çынсене пыма памалла мар;
– милици, хăрушсăрлăх, пушар , васкавлă пулăшу, МЧСăн, çăлав службисен ĕçченĕсене кĕтсе иленссине йĕркелемелле.
Террорла акт пулас хăрушлăх пулсан:
– чÿречесене карăпа хупламалла;
– документсемпе хаклă япаласене, хăвăрт пăсăлман апат-çимĕçе пĕрле илсе васкавлă эвакуацие хатĕрленмелле;
– чирлĕ тата ватă çынсене эвакуацие хатĕрленме пулăшмалла;
– информаци пĕлме май паракан телевизорсене, радиоприемниксене ĕçлеме чармалла мар;
– пĕрремĕш пулăшу памалли медицина хатĕрĕсене алă айĕнче тытмалла;
– çынсем нумай пухăнакан вырăнсенчен пăрăнма тăрăшмалла.
Енчен те сире заложнике илчĕç пулсан:
– çухалса каймасăр хăвăра лăпкă тытăр. Хăраса ÿкнине ан палăртăр;
– бандитсен пур хушăвĕсене те (уйрăмах малтанхи сехетсенче) пурнăçлăр;
– хăвăрăн тыткаларăшпа бандитсене ан вĕчĕрхентерĕр, вĕсене хирĕç тăма ан хăтланăр – çакă хăрушлăх кăларса тăратма пултарать;
– çăлăнма шанăç çук çĕртенех тарма ах хăтланăр;
– террористсем çинчен ытларах информаци ас туса юлма тăрăшăр;
– сирĕн хушăра ачасем, чирлĕ тата ватă çынсем пур пулсан, вĕсене хавхалантарма , май пур таран пулăшма тăрăшăр.
Сирпĕтмелли хатĕре асăрхасан:
– çакăн çинчен ним тăхтаса тăмасăр тивĕçлĕ службăсен дежурнăй чаçĕсене пĕлтермелле;
– иккĕлентерекен япалана алăпа тытмалла мар, ун çывăхне çынсене ямалла мар;
– сотовăй телефонпа, ытти радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курмалла мар – вĕсем сирпĕтекен хатĕрĕн радиовзрывательне ĕçлеттерсе яма пултараççĕ;
– иккĕлентерекен вырăна тивĕçлĕ органсен службисен ĕçченĕсене кăтартмалла. Сирпĕтекен хатĕре хăвăр тĕллĕн сиенсĕрлетме ан хăтланăр!